02 декабря 2009 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа килес çул 65 çул çитет. Çак сумлă та пысăк уява çÿллĕ шайра ирттерме палăртаççĕ. Мероприятисем старт илчĕç те ентĕ. Районта «Çĕнтерÿ салючĕ» фестиваль йĕркелени те çакнах çирĕплетет. Фестивале Шурут ял поселенийĕ уçрĕ. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче сцена çине асанкассисем тухрĕç. Нумай-нумай юрă шăратрĕç вĕсем. Асанкасси вăтам шкулĕн ачисем те юрă-ташă парнелерĕç. Артистсен илемлĕ сасси куракансене савăнтарчĕ, тăвăллăн алă çупрĕç вĕсене. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ — вăрçăпа ĕç паттăрĕсене чысласси, çак темăна туллин çутатса парасси. Шел, «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивалĕн тĕп темине хускатакан, Аслă Çĕнтерĕве халалланă юрăсем сахал пулчĕç асанкассисен. Концертра вăрçă темине туллин çутатакан юрăсем, пĕчĕк сценкăсем пулнă пулсан тем пекех илемлĕ пулса тухмаллаччĕ. Çакна жюри членĕсем шута илеççех пулĕ.
Малалла фестивале тăсса декабрĕн 10-мĕшĕнче хырхĕррисем районти культурăпа кану центрĕнче концерт параççĕ.
Источник: "Каçал Ен"