02 декабря 2009 г.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче Депутатсен пухăвĕ иртрĕ. Пухăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.Карпеев ертсе пычĕ. Кун йĕркине 11 ыйту кĕртнĕ.
Район 2012 çулччен социаллă экономика енчен еплерех аталанма пултарассипе экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Титова паллаштарчĕ. Депутатсен Пухăвĕн 2006 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчи 3/70 " йышăнăвне улшăну кĕртессине те пăхса тухрĕç.
Финанс пайĕн начальникĕ И.Васильева 2010 çулхи район бюджечĕпе паллаштарчĕ. Кунта тĕрлĕ сферăна аталанма укçа-тенкĕ уйăрнă. Депутатсем ыйтусем те пачĕç. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Мăратри Комбинатская урамра пурăнакансене киле «сенкер çулăм» кĕртесси пăшăрхантарать. Çак ыйтăва вырăнти депутат хускатрĕ. Шел, газ кĕртме укçа-тенкĕ уйăрма май килмест иккен. Районта çутçанталăк газĕсĕр пурăнакан урамсем те пур-çке. Вĕсен хăçанччен çак ырлăха кĕтмелле; Кашнинчех укçа-тенкĕ çитменнипе сăлтавламалла-ши?
Район центрĕнче обществăлла туалет çуккине те хускатрĕç. Ăна çынсен ыйтăвне тивĕçтерсе кĕске вăхăтрах тусан епле аван пулмалла. Анчах та ăна та татса параймарĕç, Комсомольски ял поселенийĕ хăтлăх пирки шутлама тивĕç терĕç.
Тата ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç пухăннисем. Тĕслĕхрен, районти культура пайне малашне культура секторĕ туса хума йышăнчĕç.
Пултаруллă ĕçченсене награда парас материалсене те пăхса тухрĕç, вĕсене ырларĕç.
Источник: "Каçал Ен"