АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир улшăнмасăр парти улшăнмасть

02 декабря 2009 г.

 

Ноябрь уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн XI съезчĕ пулса иртнине вулакансем пĕлеççех. Çак форумра парти лидерĕ Владимир Путин ял хуçалăхне аталантарассине, коммуналлă хуçалăха реформăлассине, çурт-йĕр строительствине, çар çыннисене пурăнмаллипе тивĕçтерессине тĕп тĕллевсем тесе палăртнă. Съезд пĕтĕмлетĕвĕсемпе йышăнăвĕсене «Единая Россия» партин районти политсовет ларăвĕнче ноябрĕн 27-мĕшĕнче те сÿтсе яврĕç. Пирваях районти уйрăмăн ĕçтăвкомĕн ертÿçи Валерий Гаврилов калаçрĕ. Вăл XI съезд тата «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн черетсĕр 16-мĕш конференцийĕн йышăнăвĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе вырăнти организацин мĕнле ĕçсем тумаллине палăртрĕ. Тухса калаçакансем те пулчĕç. Район пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин районти политсовет секретарĕ Геннадий Волков, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн ертÿçи Геннадий Ракчеев, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

«Партине творчествăлла шухăшлакан, активлă пурнăç позицине тытса пыракан, хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем кирлĕ. Йышăмăра шута кура хаклас вăхăтсем хыçа юлчĕç, пахалăх мала тухса тăчĕ. Çавăнпа та партийĕмĕрĕн «Кадрсен резервĕ» ятлă проекчĕн пĕлтерĕшĕ те ÿсрĕ. Вăл пире идейăсем паракан çеç мар, вĕсене татса пама, пурнăçа кĕртме пултаракан çынсене тупса парĕ»,— терĕ Геннадий Федорович.

Политсовет членĕсем ларура çакăн пек шухăш палăртрĕç — партин черетлĕ съездĕнче лартнă задачăсем экономикăна çеç мар, политикăна та пырса тивеççĕ. Çакна шута илмелле: эпир, парти членĕсем улшăнмасăр парти улшăнаймасть.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика