АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кире пуканĕ йăтрĕç, хăйсен вăй-халне кăтартрĕç

28 ноября 2009 г.

 

Районта кире пуканĕ йăтасси аванах аталаннă. Акатуй-Сабантуйра та ку енĕпе тупăшаççĕ. Шкулсенче те кире пуканне йăтса ачасем вăй-халне ÿстереççĕ. Урмаелĕнчи культура çуртĕнче ноябрĕн 22-мĕшĕнче ку енĕпе шкул ачисем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Вăл спартакиада шутне кĕрет. 55 килограмлă виçере пĕр ача анчах пулчĕ. Вăл — Асанкассинчи Е.Павлов. 60 килограмлисем хушшинче А.Андриянов (Çĕнĕ Мăрат) пĕрремĕш, Н.Максимов (Шурут) иккĕмĕш, И.Юмаков (Урмаел) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Çĕнĕ Мăратри А.Чубуков, Асанкассинчи В.Максимов, Аслă Чурачăкри Д.Иванов 65 килограмлисем хушшинче малти вырăнсенче пулчĕç. А.Тукаев 70 килограмлă виçере ăмăртрĕ. 60 очко пуçтарса пĕрремĕш пулчĕ. П.Игнатьев (Çĕнĕ Мăрат), С.Прокопьев (Нĕркеç) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. И.Гайнутдинов (Урмаел), А.Романов (Çĕнĕ Мăрат), И.Насертдинов (Урмаел) 1—3-мĕш вырăнта пулчĕç. 80 килограмлă категорире Тукай Мишерĕнчи И.Зайнуллин пĕрремĕш вырăна алăран ямарĕ. М.Шарафутдинов (Урмаел) иккĕмĕш, П.Урмаков (Асанкасси) виççĕмĕш пулчĕç.

Командăсемпе илсен урмаелсем пĕрремĕш, çĕнĕмăратсем иккĕмĕш, асанкассисем виççĕмĕш пулчĕç. Ку спорт енĕпе тренировкăсем ирттерме спортăн кăткăс хатĕрĕсем кирлĕ мар. Кире пуканĕ пулсан çителĕклĕ те. Кашни шкултах вăй-хал енчен çирĕп ачасем пур. Физкультура учителĕсен çеç вĕсемпе тăрăшуллăрах ĕçлемелле, секцисем йĕркелемелле. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ ачасен йышĕпе районта чи пысăккисенчен пĕри. Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче вĕренекенсем сахал мар. Анчах та вĕсем ку ăмăртăва хутшăнмарĕç. Тен вăл ачасем хушшинче те çĕнтерÿçĕсем пулнă пулĕччĕç;

Çĕнтерÿçĕсем Тăвайра иртекен спорт ăмăртăвне хутшăнĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика