АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра та палăрасса шанатпăр

28 ноября 2009 г.

 

Пирĕн районти çынсем ушкăнпа вылякан спорт ăмăртăвĕсенче республика шайĕнче палăраççĕ. Футболпа, волейболпа, юлашки çулсенче баскетболпа та малти вырăнсене йышăнаççĕ. Анчах та халиччен хоккейпа палăрса кайман. 20—30 çул каялла ку енĕпе те çитĕнÿсем пулнă-ха. Иртнĕ çул «Газпром» ОООн Чăваш Енти филиалĕн генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов урмаелсене спорт площадки парнеленĕччĕ. Унта тĕрлĕ вăйăсем выляма пулать, хĕлле шыв сапса пăрлантарсан коньки çине тăма та май пур. Комсомольскинчи тĕп стадионта та ку енĕпе ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те. Каток пулмалли лаптăк тавра карта (бортсем ĕнтĕ) тытса çаврăнчĕç. Ку ĕçре Е.Тихонов, А.Пундяков, О.Воробьев, С.Остапиенко, Н.Жирнов, С.Воробьев, С.Краснов, Н.Мамуткин, В.Тихонов тăрăшрĕç.

Бортсем хатĕр. Анчах лаптăка шыв сапса пăрлантарма çанталăк памасть. Урамра нуль е плюслă температурăллă çанталăк тăрать.

Сивĕтсен, пăр ларсан каток хăйĕн патне конькиллĕ вуншар çынна туртасса шанма пулать.

Район команди республика шайĕнче те палăрĕ-ха. Пирĕн тăрăхра вăй-хал енчен çирĕпписем сахал мар. Ăнăçу сунатпăр вĕсене!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика