АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль иртрĕ

28 ноября 2009 г.

 

Районти вĕрентекенсем хушшинче Чăваш чĕлхипе литературин VI фестивалĕ Аслă Чурачăк вăтам тата Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕсенче иртрĕ. Ăна районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ В.Г.Петрова йĕркелесе ертсе пычĕ. Унăн тĕллевĕ— вĕренекенсен тавракурăмне анлăлатасси, вĕсен кăмăл-сипет туйăмне аталантарасси, ăсталăхне ÿстересси, тăван чĕлхепе литературăна хисеплеме вĕрентесси, уроксенче çĕнĕ технологипе усă курассине тивĕçлĕ шая çитересси.

Вĕрентекенсем хăйсен ăсталăхне урăх шкулти ачасем умĕнче кăтартрĕç. Апла пулин те вĕсем уçă уроксене çÿллĕ шайра ирттерме пултарчĕç. Ĕçтешĕсем уçă уроксене пысăк хак пачĕç. Шырав-тĕпчев ĕçĕ тарăн пулнине, палăртрĕç.

Кашни уроках çĕнĕ технологипе усă курса ирттерни пысăк витĕм кÿчĕ. Ку вăл вĕренекенсене паянхи кун шайĕпе утма май парать, пурнăçри пулăмсене çĕнĕлле хаклама хавхалантарать.

Литература урокне чĕлхе урокĕпе, чĕлхе урокне литература урокĕпе çыхăнтарни питĕ вырăнлă, курăмлă.

Вĕрентекенсен пĕлÿ шайĕ çÿллĕ пулни те хавхалантарчĕ. Урăх çĕрте халиччен палламан ачасемпе урок ирттересси çăмăл мар.

Уçă уроксене виçĕ номинаципе хакларĕç. «Пултаруллă новатор учитель» ята Л.Н.Тарасова (Шурут вăтам шкул вĕрентекенĕ) тата Д.М.Гималтдинова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) тивĕçрĕç. «Чи кăтартуллă урок» номинацире Г.П.Пушкинăпа (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) Н.И.Безрукина (Александровка тĕп шкулĕ) палăрчĕç. «Чи лайăх тĕпчевçĕ-учитель» ята Л.Н.Владимирова (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) тата Л.Н.Гибатдинова (Чĕчкен тĕп шкулĕ) тивĕçлĕ пулчĕç.

Курсра пулнă хыççăнхи шухăшсемпе Н.Г.Боровкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) Л.Н.Яковлева (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Г.П.Пушкина (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), Д.М.Гималтдинова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), тухса калаçрĕç, çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç.

Вĕрентекенсем çĕнĕ кĕнекесемпе, электронлă пособисемпе паллашрĕç, тĕрлĕ ыйту хускатса канашларĕç, 2010 çул Учитель çулталăкĕ пулнине шута илсе презентаци конкурсĕ йĕркелеме йышăнчĕç, пурне те унта хастар хутшăнма сĕнчĕç. Фестиваль пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика