28 ноября 2009 г.
Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ В.А.Белков пурнăç тăршшĕпех ертсе пыракан ĕçре тăрăшнă. Кирек ăçта вăй хурсан та хастарлăхпа, пултарулăхпа, ăсталăхпа палăрса тăнă. Ĕçе пĕлсе йĕркелеме пĕлнĕ. Çак кунсенче вăл 70 çул тултарчĕ. Унăн пурнăçĕ яланах ял хуçалăхĕпе çыхăннă.
Василий Алексеевичăн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне тата ун хыççăнхи çулсене лекнĕ. Выçăллă-тутăллă ÿснĕ. Тумтир енчен те чаплах пулман. Мĕн пĕчĕкренех колхоз ĕçне хутшăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех кĕтÿ кĕтнĕ. Вăл йышлă çемьере ÿснĕ. Ашшĕ-амăшне ачисене пăхса çитĕнтерме хĕн килнĕ. Василий вĕсене пулăшма тăрăшнă. 1953 çулта ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерет. Ун хыççăн, çара кайиччен «Искра» колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшать. 1958—1962 çулта салтакра службăра пулать. Яла таврăнсан пĕлĕвне ÿстерме тĕллев тытнă, Канашри ял техника профессиллĕ училищине вĕренме кĕрсе ăна 1963 çулта пĕтернĕ. Çак çулсенче «Искра» колхоза «Россия» колхозпа пĕрлештернĕ. В.Белков унта ферма заведующийĕнче тăрăшать. Пурнăç çулĕ ăна тĕрлĕ çĕре, ĕç вырăнне илсе çитерет. Акă, 1965—1969 çулсенче районти киномеханик пулнă. Каярахпа пĕр çул «Россия» колхозра комбайнерта ĕçленĕ. 1970—1975 çулсенче «Россия» колхозри трактор паркĕн механикĕ пулнă. Ĕçленĕ те, вĕренсе пĕлĕвне ÿстерме те тăрăшнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин кадрсен квалификацине ÿстерекен шкулĕнче техник-механиксен курсне пĕтернĕ.
Ун хыççăн «Россия» колхозăн 4-мĕш комплекслă бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтрах квалификацине ÿстерме ял хуçалăх министерстви çумĕнчи шкулта вĕреннĕ. 1978—1981 çулсенче Александровка ял Совечĕн ĕçтăвком председателĕнче тăрăшнă. Василий Алексеевич пĕлĕве татах та ÿстерсе пынă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе агроном специальноçне илнĕ. 1981—1984 çулсенче «Россия» колхоз председателĕн çумĕнче ĕçленĕ. Хăйне лайăх енчен çеç кăтартнипе ăна парти райкомĕ райпон хатĕрлев кантурĕн директорĕ пулма ярать. Кунта вăл 7 çул тăрăшать. «Пахчаçимĕç, çĕр улми тата 40 тĕрлĕ чĕртавар пуçтарнă. Вĕсене Киров, Горький хулисене, çар чаçĕсене ăсататтăмăр. Эмел курăкĕсем паракансем те чылайăнччĕ. Райпо председателĕ В.Д.Тумаланов та хатĕрлев çине пысăк тимлĕх уйăратчĕ»,— аса илет Василий Алексеевич. Коллектив палăртнă плансене тултарса пынă. Кунта В.Белков ертÿçĕн тÿпи те пысăк. Александровка ял Советне кĕрекен «Россия» колхозра, ĕçтăвкомра тăрăшнă пулсан та тăван Хырай Ĕнел ялĕн малашлăхĕшĕн шутланă. Унта çуралса ÿснĕ-çке. Тăван çĕр, ашшĕ, аслашшĕ, малтанхи йăхĕсем ăна хăват парса пынă.
1991 çулта пысăк хуçалăхсем саланма пуçланă. Темиçе ялтан тăракан «Россия» колхоз та пайланнă. Хырайĕнелсем те вăхăта сая яман. Çÿлерех асăннă хуçалăхран уйрăлса тухса пĕрлехи пухура «Искра» колхоз йĕркелеме йышăннă. Унăн ертÿçине кама суйламалла? Ку ыйту вĕсене питех пăшăрхантарман. Тивĕçлĕ кандидат пур-çке. Мĕн ачаран ял хуçалăх производствипе тачă çыхăннă Василий Алексеевич хуçалăх «лавне» туртма пултарать. Тĕрлĕ отрасльсен специалисчĕ пулса ĕçленĕ. Апла пулсан пĕлĕвĕ те, ăсталăхĕ те пур. Çапла шутланă Хырай Ĕнелте пурăнакансем. Ăна председатель пулма суйланă. Ял халăхĕн шанăçне тÿрре кăларма пултарнă В.Белков ертÿçĕре ĕçленĕ вăхăтра йывăр çулсем тăнă. Паян кризис тетпĕр те, вăл вăхăтра та çавăн евĕрлĕ лару-тăру пулнă. Хуçалăхсем укçа-тенкĕ тÿлеймен. Ял хуçалăх продукцийĕпе промышленность таварĕсен хакĕсем пĕр евĕрлĕ пулман. Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, техника туянма йывăр пулнă. Апла пулсан та çĕр ĕçченĕ В.Белков çухалса кайман. «Пирĕн патран тухма та пĕлместчĕ. Çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăратчĕ»,— тетчĕ ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ Н.Е. Суратов. Ун сăмахне И.Х.Минетуллин та çирĕплетет.
«Искра» колхоз 1991 çулта, Василий Алексеевич ĕçлеме пуçланă чухне, кашни гектартан 19 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пухса илнĕ. 2001 çул тĕлне тырпул тухăçĕ 38,8 центнера çитнĕ. Çакă пысăк пахалăхлă сортлă вăрлăхсемпе ĕçленинчен килнĕ. Тырпул çеç мар, çĕр улми те, выльăх кăшманĕ те районти хăш-пĕр хуçалăхсенчипе танлаштарсан темиçе хут лайăхрах пулнă. Çĕр пулăхлăхне те ÿстерсе пымалла. Çакна В.Белков лайăх ăнланнă. Çулсерен кашни гектар пуçне шутласан 5—6 тонна тислĕк хывнă. Çав вăхăтрах çумкурăкпа, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешесси пирки те манман. Темĕнле хĕн пулсан та имçамсем илсе килсе сапнă. Пĕр сăмахпа каласан, агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă. 2000 çулта кашни гектар çĕртен 31,7 центнер, 2001 çулта 36,8 центнер, 2002 çулта 28,1 центнер тĕштырă туса илсе районта 1-мĕш вырăн йышăннă. 1999 çулта иккĕмĕш пулнă. Чи пысăк тухăç 1997 çулта пулнă. Ун чухне хуçалăх ĕçченĕсем кашни гектартан 37,5 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем туса илнĕ. Тырпулпа çеç-и, çĕр улмипе те ăнăçлă ĕçленĕ хуçалăх. 1993, 1995, 1997, 2000 çулсенче кашни гектар пуçне шутласан чи тухăçлă «иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ, районĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
«Пысăк ылтăн пучаха» тивĕçнĕ хуçалăхсем районта нумаях мар. «Искра» колхоз вара 2000 тата 2001 çулсенче çĕнсе илнĕ.
Машинăпа-техника паркĕ çĕнĕ пулман. В.Белков ĕçлеме пуçласан тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайн, «МТЗ-82» маркăллă икĕ трактор, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем туяннă. Производствăна ăнăçлă аталантарнăшăн ЧР Президенчĕ гусеницăллă трактор парнеленĕ. 1998 çула паха кăтартусемпе вĕçленĕшĕн 100 пин тенкĕ парса хавхалантарни те аванах пулăшнă.
В.Белков пирки татах та татах та нумай çырма пулать. Строительство ĕçĕсем те чылай тунă вăл ертсе пынипе. Ĕçлекенсене те хавхалантарма пĕлнĕ. Вĕсем валли утă-улăм, тырă уйăрнă, хăш-пĕр çулсенче выльăх кăшманĕ те панă.
Вăл колхоза ертсе пыма пуçланă вăхăтра ĕç укçи енĕпе лару-тăру хĕсĕк пулнă. «Искра» хуçалăхра тăрăшакансем вăхăтра тата районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен чи пысăк укçа илнĕ. Танлаштарса пăхар-ха. Акă, «Искра» колхоз ĕçченĕсем уйăхра вăтамран 344 тенкĕ алла илнĕ пулсан, «Сундырь» хуçалăхра 49 тенкĕ анчах, 1997 çулта 366 тенкĕ пулсан, «Сундырьте» 58 тенкĕ. Вĕсене те вăхăтра илеймен. Тата темиçе хуçалăхра та ĕç укçи 100—200 тенкĕрен пысăках пулман.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшнă вăхăтрах обществăлла ĕçсенчен те пăрăнман. Александровка ял Совечĕн, Комсомольски район Совечĕн депутачĕ пулнă.
1990 çулта вăл «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. 1999 çулта ЧР Президенчĕн Указĕпе В.Белкова «Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Унăн пĕтĕм наградисене шутласа та, çырса та пĕтереймĕн. 1978 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Вĕсене тата Тав çырăвĕсене асăнмăпăр та.
2003 çулта Василий Алексеевич тивĕçлĕ канăва кайнă. Апла пулин те алă усса лармасть. Килти хуçалăхра ĕçлет.
Мăшăрĕпе, Раиса Мироновнăпа, 4 ача пăхса çитĕнтернĕ. Валери — подполковник, халĕ пенсире. Ирина ачасене пĕлÿ парать. Валентина тата Светлана Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Вĕсем те, ашшĕ-амăшĕ пек, пултаруллă, хастар.
Источник: "Каçал Ен"