АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа килĕшÿ — çемье тыткăчи

28 ноября 2009 г.

 

П.Н.Фадеев Тăманлă Выçлире хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ултă ача – пилĕк ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ Фадеевсен çемйинче. Петр çемьере тăваттăмĕш ача пулнă.

«Питĕ лайăх ас тăватăп: мана атте пĕрремĕш хут тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне хире сÿре тума ячĕ. Икĕ тихана кÿлсе хама шаннă ĕçе пурнăçларăм. Пит-куç тăрăх тар юхатчĕ, ывăннине пăхмасăрах ĕçлерĕм. Пирĕн вăхăтра юлхавланасси пулман. Мĕн хушнă — çавна тунă. Ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнă. Вăхăчĕ те çапла пулнă пуль»,— аса илчĕ Петр Николаевич хăйĕн ачалăхне. Вăрçă вăхăтĕнче хĕн пулнă. Çамрăксен те ваттисемпе, хĕрарăмсемпе е инвалидсемпе юнашар тăрса пĕрле ĕçлеме тивнĕ. Вĕсем уй-хирте ĕçленĕ, вăрман та каснă тата ытти ĕçсенче те тăрăшнă.

«Вунпиллĕкреччĕ эпĕ ун чухне. Куславккана 12 лаша кÿлсе колхоз валли тăвар илме кайнине хальхи пек ас тăватăп. Çапса çумăр çăватчĕ. Анчах та çитмелли çĕре çитрĕмĕр. Начар çанталăка пăхмасăрах тăвар тиесе каялла тухрăмăр. Çул çинче тĕрлĕ чăрмавсем пулсан та йывăрлăхсене парăнтарса яла çитрĕмĕр»,— каласа пачĕ П.Фадеев. Вăрçă çулĕсенче тĕрлĕ ĕçсем тума лекнĕ, вĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн.

Хăйĕнчен икĕ çул аслă пиччĕшĕ, Ваçук, вăрçă хирне тухса каяс умĕн пил сăмахĕсем каланă. Ун чухне Печчана тăрăшса ĕçлеме, тылра çĕнтерÿ туптама, ашшĕ-амăшне пулăшма хушнă. Çав сăмахсене Петр Николаевич ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упранă. Шел, пиччĕшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман, çĕнтерÿшĕн пуçне хунă.

Тăманлă Выçлири 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн, тăван колхозра ĕçлеме пуçлать.

1949 çулта Петр салтак тумне тăхăнать. Шăпа ăна Владивосток хулине Лăпкă океан флотне илсе çитерет. Унта зенитчик 5 çул службăра тăрать. Хăйĕн çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать, командирсем умĕнче чăваш халăхĕн ятне çÿлти шайра тытать. Сăмах май каласан, Петр Николаевичăн ашшĕ те, ытти пĕр тăванĕсем те хăйсен пурнăçне флотпа çыхăнтарнă. Унăн ашшĕ, Николай, Балтика флотĕнче торпедчикра службăра тăнă. Аслă тетĕшĕ, Александр, Находка хулинче çар службинче хĕсметре пулнă. Алексей шăллĕ, 1932 çулта çуралнăскер, Хура Тинĕс флотĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Унта вăл штурманта службăра тăнă. Павел та хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Вăл подполковник званине илнĕ, хăйĕн çемйипе Мускавра пурăнать. 1954 çулта П.Фадеев тăван яла таврăнать, колхоз ĕçне пикенет. Тепĕр çултан Чита хулинче çуралса ÿснĕ хĕрпе, Эра Илларионовнăпа, паллашса çемье çавăраççĕ. Эра ашшĕ çар çынни-танкист пулнă май, таçта та пурăнма тÿр килнĕ Павловсен çемйин. Амăшĕ, Рона Матвеевна, ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре тăрăшнă. 1954 çулта Эра Павловăна ятарлă направленипе Тăманлă Выçлине агрономра ĕçлеме янă.

«Ас тăватăр-и пĕрремĕш тĕл пулăва?»— тесе ыйтсан, Эра Илларионовна çапла хуравларĕ: «Клубсем пулман пирĕн вăхăтра. Петр Николаевичпа вулав çуртĕнче паллашрăмăр. Паллашу хыççăн çулталăкран пĕрлешсе çемье çавăртăмăр»,— аса илÿ çăмхине малалла тăсрĕ Эра Илларионовна, мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса.

Маттур агроном çĕр ĕçĕнче харсăрлăхпа палăрнăшăн 1957 çулта Мускаври ВДНХна выставкăна та кайма тивĕçнĕ. «Ун чухне колхоз Сталин ячĕллĕ пулнă. Тĕп хуламăра колхозран ăнса çитĕннĕ кукуруза сорчĕсене илсе кайрăм. Выставка хыççăн парне — проигрыватель те илме тивĕçлĕ пултăм. Вунă кун хула пурнăçĕпе килентĕм»,— каласа пачĕ вăл.

1961 çулта Эра Илларионовна Тăманлă Выçли шкулĕнче вожатăйра ĕçлеме пикенет. Çав хушăрах куçăмсăр майпа Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет, алла педагог дипломне илет. Кил хуçи хĕрарăмĕ, çемье кăвайтне куç пек упракан, йăхран-йăха, сыпăкран-сыпăка куçса пыракан йăла-йĕркене ачисене пиллекен амăшĕ çеç мар, ăста педагог та. Ăна паянхи кун та вĕренекенĕсем тав сăмахĕ калаççĕ, ырăпа кăна асăнаççĕ, уявсенче кĕрсе тухма манмаççĕ, шăнкăравлама та ÿркенмеççĕ. Çакă мар-и нумай çул тăрăшса ĕçленĕ педагогшăн чи пахи? Ахальтен мар ĕнтĕ Э.Фадеевăна 1982 çулта «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ят парса чысланă. Тĕрлĕрен Хисеп грамотисем те пур пултаруллă педагогăн.

54 çул пĕр çемьере шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ Фадеевсем. Ултă хĕр пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Валя Пермь хулинче хăйĕн çемйипе тĕпленнĕ. Вера Анат Тимĕрчкассинче пурăнать, шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентет. Ирина Мускавра пурăнать. Ольга, виçĕ аслă пĕлÿ илнĕскер, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче психологра тăрăшать. Аннăпа Инна Шупашкарта тĕпленнĕ.

9 мăнукпа тата 2 мăнмăнукпа савăнаççĕ Фадеевсем. Мана ăсатма тухсан, мăшăртан «Мĕнле туйăм сире вăй-хăват парать?»— тесе ыйтсан, Эра Илларионовнăпа Петр Николаевич пĕр сасăпах çапла хуравларĕç: «Пĕр-пĕрне савни, хисеплени тата ăнланни».

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче кил хуçи 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Кĕрекере ларса пур тăванĕ те ăна саламлать. Эпир те ăна çак ятпа ырлăх-сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика