28 ноября 2009 г.
Ентешĕмĕр Кире поселокĕнче çуралнă. Арçын ача 4 çула çитсен вĕсен çемйи Мускав çывăхĕнчи Щелковăна куçса кайнă. Пурнăç тĕллевне Коля ача чухнех лартнă — космонавт пулмалла. Космоспа çыхăннă ĕмĕт МАИне вĕренме кĕме хистенĕ. Унтан — çар. Салтак служби хыççăн вĕренĕве малалла тăснă. Институт пĕтерсен «Энергире» — инженер. «Мир» орбита карапне, «Буран» карапа тума хутшăннă. Уçлăха вĕçес ĕмĕтпе космонавтсен отрядне илме ыйтса çырнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Теори енĕпе те вĕренÿ кăткăс пулнă, практика та çăмăл мар. Çурçĕр условийĕсене хăнăхнă, Хура тинĕсре те занятисем ирттернĕ.
1993 çулта ăна «Мир» ОК çине вĕçме хатĕрленекен экипажа кĕртнĕ. Американсен шаттлĕ-пе вĕçмелле. Шаттлпа «Мир» çыхăнмалла. 1995 çулхи июньте АПШри Канаверал сăмсахĕнчен вĕçсе кайнă. Николай Михайлович бортинженер тивĕçне пурнăçланă. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ. «Мирăн» кивĕ экипажĕ Çĕр çине каялла таврăннă, çĕнĕ экипаж йышĕнчи Н.Бударин унтах юлнă — 75 талăклăха.
1998 çулхи январьте Т.Мусабаев командир экипажĕнче иккĕмĕш хут космоса çĕкленнĕ. Н.Бударин бортинженерăн ку хутĕнче уçă космоса 5 хут тухма тивнĕ. Пирвайхи хут тухнине çапла аса илчĕ: «Çĕр çинчи тренировкăсене шывра йĕркелеççĕ — çутă, илемлĕ. Унта вара люка уçса ятăм та – сĕм тĕттĕм. Çав самантра карап уçлăхра хăйăр пĕрчинчен те пĕчĕкрех пулнине туйса илтĕм. Люкран ярса пусмалла – çыхăнсан та хăратать, паллах. Чăн та, малтанхи хутĕнче кăна шиклĕх туйăмĕ пулчĕ, кайран хăнăхса çитетĕн — çеккунтра 8 километр хăвăртлăхпа вĕçекен карап тулашĕнче çăмăллăнах çÿретĕн». Çăмăл мар ĕнтĕ. Вĕрсе хăпартнă скафандрта ĕçлеме вăй та, сывлăх та кирлĕ. Калăпăр, пÿрнесене хутлатма кăна 13 кг чухлĕ пусăм тумалла! Каялла кĕнĕ çĕре алă ним туйми пулать. Çавăнпах, Николай Михайлович шучĕпе, космос — арçынсен ĕçĕ, хĕрарăмсене унта йывăр.
Çав вĕçевре 208 кун пулнă. Виççĕмĕш вĕçев те вăраха пынă —165 кун.
Журналистсем космонавтран тем те ыйтса пĕлчĕç — Н.Бударин Тура ĕненни-ĕненменни таранах. «Çÿлте» Христоса курни пирки шарламарĕ, çапах, ун шучĕпе, «упракан темле вăй пурах». Пурах ĕнтĕ, унсăрăн 2002 çулхи вĕçев темле вĕçленетчĕ. Ун чух шăпах американсен шаттлĕ анса ларнă чухне çунса кайнă – 7 астронавт пурнăçĕ татăлнă. Çак инкеке пула шаттлсене вĕçме чарнă. Пирĕн космонавтсен вара Çĕр çине мĕнпе анмалла? Хамăрăн караппа анма йышăннă. Анчах çĕнĕ модификациллĕскере баллистика мелĕпе антарма тивнĕ. Кун пек чухне космонавтсене питĕ йывăр килет. Палăртнă вырăнтан 470 км айккинерех ÿкнĕ иккен. Юрать, аппарат хăяккăн тÿплетнĕ те – люка уçма чăрмав пулман. Икĕ сехетрен космонавтсене шырав самолечĕ асăрханă, пĕтĕмпех йĕркеллĕ вĕçленнĕ.
Космонавтсен уçлăха çĕкленичченхи çирĕп йăласем пур. Вĕсем – Гагаринран пуçланнисемех. Кашни космонавт «Белое солнце пустыни» фильм курать. Уçлăхра уявсене те паллă тăваççĕ. Николай Михайлович, сăмахран, хăй 45, 50 тултарнисене çÿлте кĕтсе илнĕ. 2003 Çĕнĕ çула та. Торт та «пĕçереççĕ» уявра. Паллах, хатĕр коржсемпе усă кураççĕ. Тепĕр самант: Çĕнĕ çула темиçе хут паллă тума та май пур. Американсемпе пĕрле вĕçнĕ чухне ăна 3 хут уявлани те пулнă: малтан – Мускав вăхăчĕпе, унтан — Гринвич сехечĕпе, виççĕмĕш хут — Хьюстонпа пĕрле.
«Çÿлте» мунча таврашĕ çук. «Нÿрĕ ал шăлли илетĕн те, ăна пĕр 100 грамм вĕри шывпа йĕпетсе кĕлеткене сăтăратăн — мунча пулчĕ те»,— шÿтлет космонавт.
Пăшăрхантаракан самант — космонавтсен хальхи отрядĕнче Чăваш Ен çамрăкĕсем çукки. Казахсен иккĕ танах иккен. Ĕç-пуç капла пырсан чăвашсен космоспа çыхăннă ырă йăли пĕтесси те инçе мар. Кун пирки Н.Бударин Николай Федоров Президентпа та сăмахланă. Хăй енчен Николай Михайлович пултарнă таран пулăшма хатĕр.
Вĕçевсем уншăн вĕçленнĕ ĕнтĕ. Уçлăхра виçĕ хут пулни – тĕлĕнмелле паттăрлăх. Тăваттăмĕш хут вĕçме те май пулнă иккен, анчах сывлăх тĕлĕшпе кăлтăк тупни чăрмантарнă. Халĕ Патшалăх Думинче наука енĕпе тимлекен комитетра ĕçлет, тăван тăрăха та час-часах килсе çÿрет.
Источник: "Каçал Ен"