АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренни пăсмасть

28 ноября 2009 г.

 

Районти ялсенче те, ытти çĕрти пекех, тĕрлĕ профессиллĕ специалистсем кирлĕ. Юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕнче тата ытти отрасльсенче ĕçлес текен çамрăксем сахалланчĕç. Çапах та пĕлÿ илес текенсем пур. Кÿкеçри вĕрентÿ комбиначĕн филиалĕ ятарлă курссем районтах йĕркелет. Унта пĕлÿ илнисем паянхи кун тĕрлĕ отрасльсенче вăй хураççĕ. Акă, нумаях пулмасть 10 çын электрогазосварщик специальноçне алла илчĕç. Халĕ тракторист-машинистсем хатĕрлекен ушкăна пуçтараççĕ. Механизатор пулса ĕçлес текенсене вĕренме чĕнеççĕ. Çавăн пекех районта газооператорсене те хатĕрлеççĕ. 2 ушкăнра ку специальноçа илнĕ те. Инçе каймасăр пĕлÿ илни паха. Паянхи кун унччен Мускав, Санкт-Петербург, Хусан хулисене тата ытти облаçсене ĕçлеме çÿренĕ çамрăксем те унта кайма тăхтаса тăраççĕ. Унта ĕç çук е укçине сахал тÿлеççĕ. Çавăнпа та пĕр-пĕр професси илсе вырăнта тĕпленни лайăхрах.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика