28 ноября 2009 г.
Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Раççейре Аннесен кунне уявлаççĕ. Çак пысăк, сумлă уява районта та анлă ирттерме палăртнă. Пуçласа юнкун районти культурăпа кану центрĕнче пысăк концерт пулчĕ. Уява ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Çак кун аннесен ячĕпе ырă та ăшă, çепĕç сăмахсем чылай пулчĕç. Район пуçлăхĕ Г.Волков залра ларакансене ăшшăн саламларĕ. «Анне — çĕр çинчи чи çепĕç сăмах. Ăна чунтан юратса хисеплесчĕ, сума сăвасчĕ. Вăл çумра пурри — телей. Ăна упрамалла. Çухатсан çеç ăнланатпăр, вăл чăннипех те хаклă пулнине. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сире, хисеплĕ хĕрарăмсем»,— терĕ вăл.
Юрă-кĕвĕ те вĕсен ячĕпе шăранчĕ. Залра ларакансем куççулленсе те илчĕç, çав вăхăтрах ахăлтатса кулмалли самантсем те сахал мар пулчĕç. Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем «Хуняма» пĕчĕк сценкăна вылянине курсан кулмасăр чăтма çук. Концертра тĕрлĕ анекдот та пулчĕ. О.Владимирова хăйĕн амăшне халалласа çырнă юрра чуна пырса тивмелле шăратрĕ. К.Вишнева (Нĕркеç вăтам шкулĕ) та çак кун «Анне» юрра куракансене парнелерĕ. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнчен килнĕ А.Можаева, П.Иванов та чылай юрă юрларĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 3-мĕш класс вĕренекенĕсем (класс ертÿçи О. Матвеева, музыка учителĕ Т.Титов) уява тĕплĕн хатĕрленни куç кĕрет. Ачасем аннесене мухтаса нумай-нумай сăвă каларĕç, чылай юрă янăратрĕç.
Концерта В.Курицына ертсе пычĕ. Çак кун пурте пĕрле пухăнса, артистсем сцене çине тухса аннесен уявĕ çывхарса килнине ĕнентерчĕç, савăнăç парнелерĕç. Сума суни, асра тытни, саламлани чăннипех те паха.
Источник: "Каçал Ен"