АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç ырăпа таврăнать

25 ноября 2009 г.

 

Районти тĕп больницăра ĕçлекен Т.В. Кузьминана пĕлмен çын та çук пулĕ.

Çĕн Мăрат хĕрĕ 1976 çулта Тăманлă Выçлири вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пушкăртстан патшалăх медицина институтне çул тытнă. Ăна 1982 çулта ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Беларуç çĕр-шывĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Мăшăрĕ, Сергей Гранатович, çар çынни пулнă май, малалла хĕсметре тăма унта яраççĕ. Каярахпа вара, 1996 çулта, Кузьминсен çемйи тăван çĕр-шыва таврăнать. Çавăнтанпа Татьяна Викторовна районти тĕп больницăри функционаллă тата ультрасасăллă диагностика врачĕ пулса ĕçлеме тытăнать.

«Мĕн пĕчĕкренех «пульницалла » выляма юратнă эпĕ. Хам ума ун чухнех врач пулас тĕллев лартрăм. Ăна пурнăçа кĕртни — çав мар-ши этемшĕн телейсенчен пĕри;»— тет манпа ăшшăн калаçса шур халатлă специалист. Çак пархатарлă ĕçре вăл 30 çула яхăн тăрăшать. Мĕн чухлĕ çынна вăхăтра пулăшу парса ура çине тăратман-ши ку вăхăтра;

Кузьмина врач патне чĕрепе тата унпа çыхăннă чирлĕ çынсем сывалас тесе килеççĕ. Татьяна Викторовна пурин валли те ăшă сăмах тупма тăрăшать. Çавăнпа ĕнтĕ ун пирки коллективри ĕçченсем те, сывалма пынисем те ырăпа кăна калаççĕ. Сăмахпа çынна сыватма та, çапса хуçма та ансат. Çын асапне чунтан ăнланакан хĕрарăм вĕсене яланах вăхăтра пулăшу пама васкать.

Килĕшÿллĕ те пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăр икĕ ача – ывăлсем пăхса çитĕнтернĕ. Александр Пермьри фармацевт академинчен çитес çул вĕренсе тухать. Игорь вара Ярославль хулинчи финанспа экономика академийĕнче 2-мĕш курсра пĕлÿ пухать. Раççей çа-рĕнчи аслă пĕлÿллĕ специалист пулма хатĕрленет. Ачисем те Кузьминсен хăйсем пекех тăрăшуллă. Ахальтен мар ĕнтĕ академисен начальникĕсенчен пĕр хутчен кăна мар тав çырăвĕсем илнĕ.

Пушă вăхăтра ал ĕç тума ăста хĕрарăм, кил-çурт тавра-шĕнче чечексем те çитĕнтерет. Картиш тулли чăх-чĕп ĕрчетет туслă çемье. Татьяна Викторовнăпа Сергей Гранатович Кузьминсем хăйсен сăпайлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика