АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИЧ-инфекцирен сыхланасси хамăртан килет

25 ноября 2009 г.

ВИЧ-инфекцирен сыхланасси хамăртан килет

СПИД чирĕ пĕтĕм планета тăрăх пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пырать. Çак хăрушă чиртен вилнисем пĕрремĕш хут СШАра 1981 çулта палăрнă. Унтанпа СПИДа пула тĕнчере 35 миллион ытла çын вилнĕ. 40 миллион ытла çын паянхи кун ВИЧ-инфекцийĕпе пурăнать. ВИЧ (вирус иммунодефицита человека) инфекцийĕ çын организмне пĕрре çаклансан, унта яланлăхах юлать. Вирус организма чир-чĕре хирĕç кĕрешейми тăвать. Çулран-çул аталанса, çирĕпленсе пынă май, вăл юлашкинчен СПИД тапхăрне куçать. Чирлĕ çыннăн çав тапхăрти пурнăçĕ темиçе çула кăна тăсăлать — хăрушă чир ăна вилĕм шăтăкне ăсатать.

Раççей Федерацийĕнче 417 пин ытла çын ВИЧ-инфекцийĕпе чирлĕ пулнине регистрациленĕ, çав шутран 23 пинĕ пурнăçран уйрăлнă. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, регистрациленĕ кашни чирлĕ çын пуçне тупса палăртман ВИЧ-инфекциллĕ 4 çын тивет. Çакна шута илсен, пирĕн çĕр-шывра хăрушă чире çаклатнисен йышĕ 1 миллион патнеллех кармашать. Чирлисен ытларах пайĕ хăйсене ВИЧ-инфекцийĕ лекни пирки пачах пĕлмест, мĕншĕн тесен хăрушă чирĕн паллисем малтанхи çулсенче туйăнмаççĕ — çак тапхăр 10 е ытларах çула та тăсăлма пултарать.

Чăваш Республикинче те хăрушă чир сарăлсах пырать. ВИЧ-инфекциллĕ çынсем хальлĕхе 800 ытла шутланаççĕ. Пирĕн Республикăра чирлисен йышĕ Раççейри тата Атăлçи Федераллă округри вăтам кăтартусенчен (100 пин çын çине шайласа) 4—5 хут сахалтарах пулин те, ку вăл лăпланса лармалли сăлтав мар (Чăваш Республики Атăлçи Федераллă округра 14 регионтан ранглă 13-мĕш вырăн йышăнать).

ВИЧ-инфекци пĕр çынран теприн çине 3 çул-йĕрпе кăна куçать:

1. Ар çыхăнăвĕсем урлă.

2. Шприцсемпе, йĕпсемпе юн тымарне наркотиксем янă чухне.

3. ВИЧ-инфекциллĕ хĕр арăмран чирлĕ ача çура лать.

Çак асăннă çул-йĕрсемсĕр пуçне, инфекци урăх нимле майпа та сарăлмасть. Хăрушă чирпе ăнăçлă кĕрешме май паракан эффективлă препарата хальлĕхе тĕнчере шутласа тупайман-ха. Çакна пула чирлисем СПИД тапхăрне çитсе вилеççĕ. Чăн та, препаратсемпе сиплесе çын пурнăçне тăсма пулать-ха. Сиплев валли çуллен 10—15 пин доллар кирлĕ. Чирлисене сиплеме патшалăх та укçа-тенкĕпе пулăшать. Раççей Федерацийĕн «Сывлăх» Наци проекчĕпе тата Чăваш Республикинчи «ВИЧ-инфекция» программăпа килĕшÿллĕн, хăрушă чирпе кĕрешме, антиретровирус препарачĕсем туянма бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Хальхи вăхăтра район çыннисем урăх регионсенче йышлăн ĕçлесе пурăнаççĕ. Паллах, вĕсем çулла тĕрлĕ çĕрте начар мар ĕçлесе илеççĕ. Анчах та, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ВИЧ-инфекцие чылайăшĕ урăх регионсенчен çаклатса таврăнать. Аякри вырăнсене ĕçлеме кайнисен килте мăшăрсем, савнисем кĕтнине манас марччĕ, хăрушă чир илсе килсе вĕсен кăмăлне хуçмалла ан пултăрччĕ.

ВИЧ-инфекцирен сыхланас тесен кашни çыннăн сывă пурнăç, мораль йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Ар çыхăнăвĕсенче пĕр партнер кăна пулмалла — арăмĕ е упăшки. Ытти чухне презервативпа усă курмалла, вăл венери чирĕсенчен, çав шутра ВИЧ-инфекцирен те, 98 процент таранах хÿтĕлет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика