25 ноября 2009 г.
Кăçалхи çул — Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ, çитессине вара РФ Президенчĕ Д.Медведев учительсен çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Вĕрентекенĕн ĕçĕ яваплă та пархатарлă. Эпир яллă тăрăхра пурăнатпăр. Кирек хăш профессине пăхмасăрах çĕр улми, пахчаçимĕç çитĕнтеретпĕр. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытатпăр. Çавăнпа та çулталăксен ячĕсем тĕрлĕрен пулсан та, вĕсем пĕр тĕвве çыхăнаççĕ тесех калас килет. Ара, механизаторсене те, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене те шкулта учительсем пуçламăш пĕлÿ панă-çке.
Чăваш чĕлхипе литератури тÿрремĕн çĕр ĕçĕпе çыхăнман. Анчах та унпа пĕлÿ паракан вĕрентекен тăван халăх чĕлхине юратма вĕрентнĕ. Сăмахăм ман Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи ачасене чăваш чĕлхипе литературине алла илме пулăшакан Светлана Григорьевна Индюкова пирки пырĕ. Вăл вĕрентекен пулмах çуралнă,— теççĕ ĕç-тешĕсем. 25 çул ачасене пĕлÿ парать. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 15 çул тăрăшать. Ачасем тăван чĕлхе пуянлăхне туйччăр, литературăра паллă йĕр хăварнă çыравçăсем пирки пĕлччĕр, вĕсен произведенийĕсене вуласа хăйсемшĕн кирлине туйччăр тесе чунне парать.
Юри тенĕ пекех ăна ыйту патăм. — Мĕншĕн эсир çак предметпа вĕрентекен пулма шутларăр?
— Манăн анне учитель пулнă. Унăн ашшĕ те ликбезра ĕçленĕ. 2-мĕш сыпăкри тăванĕ халăха пĕлÿ парас енĕпе тăрăшнă. Вĕсен тĕслĕхĕ, паллах, мана хавхалантарнă. Кунсăр пуçне чăваш чĕлхипе литературине килĕштереттĕм. Мĕн пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленеттĕм,— тет ăшă кулăпа Светлана Григорьевна. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă унăн. Ĕçлеме пуçланăранпа çĕршер ачана пĕлÿ панă, тăван чĕлхе илемлĕхне туйтарнă. Халĕ С.Индюкова —аслă категориллĕ учитель. Ĕçри пултарулăхшăн тивĕçнĕ Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Вăл пĕлÿ панă ачасем кашни çулах районти, республикăри олимпиадăсенчен çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Тăван чĕлхепе тата литетаратурăпа ирттерекен викторинăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ ăна, унран тĕслĕх илеççĕ.
Светлана Григорьевна обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Юрра-ташша ăста вăл. Спорт ăмăртăвĕсенчен те айккинче юлмасть.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăра пулнă «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен династийĕ» республикăри конкурсра Хисеп грамотипе парнене тивĕçнĕ.
Вăл 7-мĕш «а» класс руководителĕ те. Ачасемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет, походсене, экскурсисене илсе çÿрет. Вĕренекенсем анлă тавракурăмлă пулччăр тесе тăрăшать. Воспитани пирки те манса каймасть.
Светлана Григорьевна мăшăрĕпе икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Катя та амăшĕн çул-йĕрнех суйласа илнĕ. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче пĕлÿ илет, акăлчан чĕлхипе вĕрентекен учитель пуласшăн. Апла пулсан, ку йăхри учительсен династийĕ малалла тăсăлать.
Паянхи кун кивĕлле ĕçлемелле мар. Светлана Григорьевна уроксенче çĕнĕ технологисемпе, кăтарту тата ытти хатĕрсемпе анлă усă курать. Вăл — районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ушкăнĕн ертÿçи.
Çамрăк ăру чăваш халăхĕн чĕлхине юратса ÿстĕр, йăли-йĕркине, литературине, сăмахлăха пĕлтĕр тесе çине тăрать вăл.
Источник: "Каçал Ен"