25 ноября 2009 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, районта 5 çулта пĕрре «Юррăмсем — çунатăмсем» фестиваль-конкурс иртет. Кăçал вăл 4-мĕш хут пулчĕ. Ăна Асанкасси культура çурчĕн ертÿçи Иван Портнов пуçарса янă. Районти çынсем çак конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартрĕç. Унта хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсем, сăвăçсем тупăшрĕç.
Жюри сцена çине тухакансене ултă номинаципе хакларĕ: «Чи çамрăк композитор», «Чи лайăх сăвăç», «Чи лайăх эстрада юрри», «Чи лайăх хит», «Юррăн чи лайăх аранжировки» тата «Чи лайăх ансамбль». Концерта Даниил Титов хăй çырнă «Щенок» ятлă юррипе пуçларĕ. Кĕввине вара унăн аслашшĕ — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулти музыка учителĕ Тит Титов кĕвĕленĕ.
Пухăннисем умне Иван Порт-нов «Çуралнă кун» ятлă юррипе тухрĕ. Малалла вара вăл çырнă «Аннене» ятлă юрăпа Асанкасси çăлтăрĕ Елена Маштанова залри çынсен чĕрисене тыткăнларĕ. Кĕвĕ кĕвĕлекенсем татах пур. Асанкасси тăрăхĕнчи Нина Чапрасова çырнă «Чĕрере çуркунне» ятлă юрра Елена Маштановăпа Ольга Стасюк шăрантарчĕç.
Малалла уяв программине Элпуç ял поселенийĕнчен килнĕ Настя Апполонова Николай Алексеев çырнă «Вăйăра» ятлă юрăпа тăсрĕ. Нĕркеçри Павел Иванова районта пĕлмен çын та çук. Вăл хăйĕн маттурлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерме пултарнине эпир пурте хăнăхнă ĕнтĕ. Анна Можаева унăн «Пин-пин юр пĕрчи айĕнче» ятлă юррипе куракансене савăнтарчĕ. Павел Николаевичăн «Юратса пурăнмалла» юррине куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Асăннă авторăн «Савнă мăшăрăм» юррине Еленăпа Сергей Просвирновсем юрласа пачĕç. Георгий Перьев кĕвĕленĕ «Тăванăма», «Атте-анне килĕнче», «Каçхи хĕвел» тата ытти юрăсем те куракансен чĕрисене тыткăнларĕç.
Тăманлă Выçлинче çуралса ÿснĕ, Çĕрпÿре музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ Ярослав Ильин залра ларакансем умне 4 юрăпа тухрĕ. «Улетели лебеди» ятлă юрра Люба Павлова, Елена Сорокина, Элеонора Мурзаева тата Ирина Ильина юрланине куракансем пысăк хак пачĕç. Çак юррăн сăввисене хайлаканĕ — Валерий Кириллов. Ярослав Николаевич çырнă «Уйрăлатăп тăван шкултан» ятлă юрра Тăманлă Выçли пики Виктория Павлова шăрантарчĕ. Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕн Владимир Павловăн «Ĕçчене савса» ятлă юррине хĕрарăмсен ушкăнĕ янăратрĕ. Людмила Константинова Тит Титов кĕвĕленĕ «Ас тусамччĕ, тусăм», «Хуркайăксем» ятлă юррисене уява килнисене парнелерĕ. Ольга Владимирован «Посвящение матери», «С днем рождения, папа!» юррисене куракансем ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Кÿршĕ районсенче çеç мар, республикăра та палăрнă «Шÿлкеме» ушкăн ертÿçи Валерий Фролов çырнă «Пирвайхи юрату», «Эй тăвансем, савăнар» юрăсене те куракансем хапăлласах йышăнчĕç.
Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи Маргарита Вениаминовна Григорьева гитарăпа каласа хăйĕн илемлĕ юррисене шăрантарчĕ. Паянхи кун унăн юррисен шучĕ 100-тен те иртет.
Сцена çинче çавăн пекех Е.Акчурина, А.Краснов, Н.Деменева çырнă юрăсене Валентина Акчурина, Елена Гордеева тата ыттисем те юрларĕç.
«Юррăн чи лайăх аранжировки» ята çак фестиваль пуçаруçи Иван Портнов тивĕçрĕ. «Чи лайăх сăвăç» ята математика учителĕнче 30 çула яхăн ĕçлекен Маргарита Григорьева ти-вĕçни пурне те савăнтарчĕ. Мĕншĕн тесен иртнĕ çулсенче тĕрлĕрен номинацисенче ятар-лă пĕлÿ илнĕ çынсем çеç çĕнтерÿçĕсем пулнăччĕ.
«Чи лайăх ансамбль» — «Шÿлкеме» ушкăн. Чăннипех те маттур пулчĕç сцена çинче йÿçшăхальсемпе юнтапасем.
Жюри членĕсем «Чи лайăх эстрада юрри» Ярослав Ильинăн пулнине палăртрĕç. Сăмах май, унăн «Шурă чечек çыххи» юррине «Хавас» ушкăн республика шайне те кăларнă. Ольга Владимирова вара районти «Чи çамрăк композитор» ята тивĕçрĕ. Георгий Перьев юррисем «Чи лайăх хит» ята çĕнсе илчĕç. Жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене тата ыттисене те Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
Фестиваль çÿлти шайра иртрĕ. Çакнашкал ăшă, чунра ырă туйăмсем хăваракан, çĕннине тата кăсăклине пĕлме пулăшакан уявсем пирĕн пурнăçра ытларах пулччăрччĕ.
Источник: "Каçал Ен"