25 ноября 2009 г.
Иртнĕ эрнекун районти культурăпа кану центрĕнче «Çĕнтерÿ салючĕ» фестиваль пуçланчĕ.
Вăл пирĕн районта 2010 çулхи апрель уйăхĕччен пырĕ. Фестивальте çĕнтернисем çитес çулхи майăн 8-мĕшĕнче гала-концертра хăйсен пултарулăхĕсене кăтартĕç.
Фестивале Шурут ял поселенийĕн художество пултарулăх ушкăнĕ уçрĕ.
Концертра «Шÿлкеме» фольклор, шкулти учительсен тата вĕренекенсен ушкăнĕсем сцена çине тухса юрларĕç. Çавăн пекех пухăннисене Галина Симакова, Гельзехеп Камальдинова, Гелусе Хасянова, Рамиле Гайфутдинова, Яков Степанов тата Вера Шагарова хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Асанкасси тăрăхĕнчи çынсем пултарулăхне кăтартĕç.
Источник: "Каçал Ен"