25 ноября 2009 г.
Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Налук службин ĕçченĕсен кунне районта анлă паллă турĕç. Урăхла май та çук. Патшалăх налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн ĕçченĕсем кăçал ăна пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илнĕ.
Вĕсен ĕç тухăçлăхĕ — харпăр предпринимательсем патне, организацисене тата предприятисене çитсе курнинче, унта тĕрĕслев ирттернинче.
Ĕçлекенсем хушшинче, паллах, чи маттуррисем пурах.
Савăнăçлă лару-тăрура инспекци начальникĕ В.А.Антонов чи ĕçченнисене Хисеп грамотисем парса чысланă. Вĕсем: С.И. Белков, Г.Р.Гибатдинова, Н.С.Гранатский, А.М.Еремеев, В.Н.Потапов, И.Н.Васильева, В.В.Кувшинов. Налукçăсене малашне те ĕçĕсенче ăнăçу сунатпăр.
Бюджета укçапа пуянлатасси пиртен те нумай килет. Налука вăхăтра тÿлер. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 57 статйипе килĕшÿллĕн кашни çын саккунпа çирĕплетнĕ налуксемпе сборсене вăхăтра тÿлемелле.
Источник: "Каçал Ен"