25 ноября 2009 г.
Нумаях пулмасть шахматла выляса спорт мастерĕн кандидатне, тренера В.В.Ильина халалласа турнир иртрĕ. Унта шахмат вăййине юратакан чылай çын хутшăнчĕ. Пурте çĕнтерÿшĕн тăрăшрĕç. Вăйăра чи ăсти çĕнтерет. Пĕрремĕш вырăна Сергей Спиридонов çĕнсе илчĕ. Андрей Мамуткин иккĕмĕш, Борис Иванов виççĕмĕш пулчĕç. Çитес çул ку ăмăртăва В.Ильина пĕлекен, шахмат вăййипе интересленекенсем те килессе шанатпăр.
Спонсорсем Виталий Васильевичăн ывăлĕсем Александрпа Владимир пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене медальсем, Хисеп грамотисем, хаклă парнесем парса чысларĕç.
Пултаруллă, ăста шахматиста манманни паха.
С.ОСТОПИЕНКО.
Источник: "Каçал Ен"