АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çулхи тухăç паянах никĕсленет

21 ноября 2009 г.

 

Çулталăк вĕçленсе пынă май коллективсенче иртнĕ тапхăрта тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе çĕнĕ утăмсем палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Акă, ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕнче тăрăшуллисене чысларĕç, вĕсем малашне те район экономикине çирĕплетессинче малтисен ре-тĕнче пуласса шаннине пĕлтерчĕç. Чыс-хисепе тивĕçлисем сахалах та мар иккен пирĕн районта. Уй-хиртен кăçал нихăçанхинчен те пысăкрах тухăç илнĕ. Кашни гектар вăтамран 28,6 центнер тырă, 177 центнер çĕр улми панă. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче вара уй-хир культурисен тухăçĕ 36 центнерпа танлашнă. «Рассвет» кооператив кăтартăвĕ те 35 центнертан иртнĕ. «Урожай» колхозра çĕр улмин гектар тухăçĕ 300 центнер патнех çывхарнă. «Слава картофелю» ОООра, «Рассвет» кооперативра, Минатуллинăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ 200 центнертан иртнĕ. Мĕншĕн-ха эпĕ çак кăтартусем çинче чарăнса тăрас терĕм Ыйтăвĕ хăйĕн çине хăех хурав парать: уй-хир тухăçĕ вăрлăхпа ĕçлесси çине мĕнлерех тимлĕх уйăрнипе тачă çыхăннă. Тишкерер-ха çÿлерех илсе кăтартнă таблицăна. Çак тапхăр тĕлне районти хуçалăхсенче çитес çулхи çураки валли хывса хăварнă пĕтĕм вăрлăхăн партийĕсене тĕрĕсленĕ, пурĕ — 27900 центнер. Вăл шутран вара 11909 центнерĕ акма юрăхлисен шутне кĕрет. Çакă пĕтĕм вăрлăхăн 43 проценчĕпе танлашать. Пилĕк хуçалăхра («Луч», «Рассвет», Минатуллинăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсем, «Нива» агрофирма) пĕтĕм вăрлăх акма юрăхлă кондицие ти-вĕçтерет. «Слава», «Асаново», «Правда» кооперативсенче те кĕлетсене паха вăрлăх хывса хăварас тесе вырма вăхăтĕнчех пысăк тимлĕх уйăрнă. Ытти хуçалăхсенче те вăрлăх пахалăхĕ çак вăхăт тĕлне чылай лайăх пулнă пулĕччĕ. Анчах ăна çумкурăк вăррисенчен тасатманни тивĕçлĕ кондицие лартма чăрмантарса тăрать. Сакăр хуçалăхра вара вăрлăхăн хăш-пĕр партийĕсене сăвăс лекнĕ пирки кондицие лараймасть. Уй-хир пушаннăранпа чылай вăхăт иртрĕ, кĕрхи çанталăк ĕçлеме лайăх майсем туса пачĕ, çапах та хăш-пĕр çĕрте вăрлăх пахалăхне лайăхлатма темшĕн вăхăт çитмест. Çакна районти 13 хуçалăхра кондициллĕ вăрлăх пĕр килограмм та çукки çирĕплетет. Акă, сăмахран, илер-ха «Асаново» кооператива. Кунта çитес çул валли 1584 центнер вăрлăх хывса хăварнă, пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ, 76 проценчĕ акма юрăхлă кондицире. Пĕтĕм вăрлăхран 386 центнерĕ анчах паха мар, вăл шутран 200 центнерĕ çум курăк вăррисемпе пуян. Кунти ĕçченсем вăрлăха тасатас ĕçе сентябрь уйăхĕнчех пуçланă. Склад заведующийĕн Н.Д.Портновăн пуçарăвĕ пысăккине палăртмаллах. Тырă тасатакан (аллакан) машинăсем ир пуçласа каçчен ĕçлеççĕ. Халĕ çурхи тулă вăрлăхне тасатаççĕ. Куратăр ĕнтĕ, хуçалăхра паха вăрлăх 80 процента яхăн пур, çав вăхăтрах ăна çĕнетесси çинчен те манмаççĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăр, вăхăта сая ямасăр, çанталăк лайăх тăнă чух вăрлăх тасатас ĕçе хăвăртлатасчĕ. Çакна сĕнÿ вырăнне кăна мар, паянхи кунăн çивĕч ыйтăвĕ вырăнне хурса хакласчĕ.

Кашни çулхи акарах вăрлăх палăртнинчен (планпа пăхнинчен) ытларах каять. Акă, кăçалхи çуркунне 12762 гектара акса хăварма 32541 центнер вăрлăх кайнă. Вăл шутран 89 проценчĕ кондицие тивĕçтерекенни пулнă. Пĕтĕм вăрлăхăн 7 проценчĕ элита шутне кĕнĕ, 51 проценчĕ I—IV репродукциллĕ пулнă. Çав вăхăтрах уй-хире тĕрĕслеттермен вăрлăх та акнă, вăл вара 4 процент йышăннă.

Кăçал çанталăк типĕрех тăчĕ пулсан та хăш-пĕр хуçалăхсенче уйрăм культурăсен гектар тухăçĕ 40 центнертан иртрĕ. Акă, «Рассвет» кооперативра çурхи тулла кашни гектартан 42,3 центнер пухса илнĕ. «Слава картофелю» агрофирмăри урпан кашни гектарĕ 40,7 центнер тухăç панă. Ку кăтар- ту «Слава» кооперативра 39,5, «Рассветра» 39 центнерпа танлашнă. Сĕлĕн чи пысăк тухăçĕ Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче пулнă: унта кашни гектартан 41,1-шер центнер çапса тĕшĕленĕ.

Мĕнлерех сортсемпе ĕçлеççĕ-ха пирĕн районти хуçалăхсем; Кăçал район уй-хирĕсенче çурхи туллăн «Ирень», «Свеча», «Прохоровка», «Московская-35», «Приокская», «Пирамида», «Тулайковская-10», «Землянка» сорчĕсене çитĕнтернĕ, пурĕ 8465 центнер вăрлăх хатĕрленĕ.

Урпа икĕ сорт пур, вĕсем «Эльф» тата «Биос-1». Кĕлетсене ку тырра 9123 центнер хывнă. Хуçалăхсем сĕллĕн «Аргамак», «Адамо» «Гунтер» сорчĕсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем районта 1582 центнер пур. Пăрçан «Труженик» сорчĕпе ĕçлесси чылайранпа йăлара ĕнтĕ, ăна 779 центнер пуçтарса илнĕ. Вика пĕр сорт — «Льговская-22», 112 центнер пур.

Районти хуçалăхсенче сортсăр вăрлăх та нумаййи пăшăрхантарать. Çавăн пек вăрлăх 7839 центнер пур. Вăл шутран 3641 центнерĕ — çурхи тулă, 1984 центнерĕ — урпа, 1411 центнерĕ — сĕлĕ, 803 центнерĕ — вика вăрлăхĕ. Ку пĕтĕм вăрлăхăн 28 проценчĕ чухлĕ. Сертификат пулмасан, темĕнле чаплă вăрлăх та сортсăррисен шутне кĕрет. Çакна вăрлăха улăштарнă е урăххине туяннă чухне яланах асра тытасчĕ, сертификатсăр илес марччĕ. Сăмах май каласа хăвармалла, вăрлăха çĕнетсе пымалла, пахалăхлă сортсемпе ĕçлесчĕ. «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ — вăрлăх туса илекен хуçалăх. Кунта çурхи туллăн «Свеча», урпан «Эльф» сортне туянма пулать. Вĕсем пĕтĕмпех элита пахалă-хĕнче тăраççĕ. Акă, районĕпе паян элитăллă вăрлăх 6,7 процент, I—IV репродукцие тивĕçтерекенни 55 процент çеç пур.

Вăрлăх пахалăхне çулран çул лайăхлатса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кашни çав тери лайăх пĕлет, анчах та çак ĕç темшĕн пысăк чăрмавсемпе пулса пырать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика