21 ноября 2009 г.
Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăратри вăтам шкул ачисем акт залне кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши юбилейне паллă тума пуçтарăнчĕç. Чи малтанах 10-мĕш класра вĕренекен О.Басникова поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Сăвăç пурнăçĕ тăрăх хатĕрленĕ презентацири слайдсем Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах саманчĕсене куç умне кăларса тăратма пулăшрĕç. Малалла пултаруллă ачасем О.Макарова, В.Макаров, М.Горшкова, Т.Сенатова , Т.Макарова, А.Андриянова, Д.Борисова Çеçпĕл Мишши сăввисене вуларĕç. Ун çинчен юрăсем те юрларĕç. Ачасенчен чылайăшĕ хăйсем çырнă сăвăсемпе паллаштарчĕç. Т.Афанасьев, А.Павлов, М.Горшкова, Т.Лукова, Е.Плешкова тата Н.Яковлева сăввисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Уявра «Çеçпĕл Мишши кăвайчĕ» фестивалĕн 2009 çулхи лауреачĕ И.Макарова чăваш юррисемпе савăнтарчĕ. Чаплă поэтăмăра халалласа ачасем буклетсем те хатĕрленĕ. Д.Борисова, Д.Егорова, В.Толокнова, А.Курицына, Е.Плешкова тунă буклетсем чи лайăххисем пулчĕç. Вĕсем пурте илемлĕ, пуян содержаниллĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкул ачисем Çеçпĕл Мишши юбилейĕ ячĕпе республика шайĕнче ирттерекен конкурссенчен те пăрăнса юлмарĕç. «Мильона чувашей певец» викторинăна, Интернет-олимпиадăна В.Бархонова, Л.Мурзаева хутшăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"