21 ноября 2009 г.
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал 110 çул çитрĕ. Чăваш поэзи никĕсне хывнă поэт, халăха кĕрешÿре паттăр пулма хавхалантаракан кăвар чĕреллĕ, чăн-чăн революционера Çеçпĕл Мишшине Чăваш çĕр шывĕнче пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл — чăваш халăхĕн чаплă поэчĕсенчен пĕри. Хăйĕн сăввисенче халăхăн çулăмланса тăракан ĕмĕчĕсемпе шухăшĕсене кăтартса парать.
Çеçпĕл Мишши творчествинче çутă малашлăх çинчен калакан тема тĕп вырăнта. Вăл тăван чĕлхен хăватлă сасси ирĕклĕн янрассине, кунран-кун аталанса пырассине, чĕлхепе халăха ирĕклĕ çĕр-шыв çинчен сăвăсем хывса янăратассине чĕререн шанса пурăннă, чăваш чĕлхи те ытти халăхсен чĕлхисемпе пĕр тан пулассине ĕненнĕ.
Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Дубовкăри культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта Çеçпĕл Мишшине халалласа литература каçĕ иртрĕ.
Уява Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи учительсем А.В.Прокопьева, И.А.Соловьева, В.Г.Гордеев килсе çитнĕ. Чи малтанах ачасем сцена çинче Çеçпĕл Мишши ачалăхне сăнласа композици туса пачĕç. Унтан Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине тата литературине вĕрентекен В.Г.Гордеев Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен электронлă презентаци кăтартрĕ, поэт пурнăçне сăнласа пачĕ.
Литература каçне Г.В.Волкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул библиотекарĕ) тата Дубовкăри библиотекарь Т.В.Волкова йĕркелесе ертсе пычĕç.
Çак мероприятире шкул ачисем Çеçпĕл Мишши сăввисене вуларĕç, поэт амăшне халалланă юрăсем те янăратрĕç. Çавăн пекех Дубовкăри клуб ĕçченĕ Ю.Г.Федорова Çеçпĕл Мишши юратнă çынни патне çырнă çырăвĕсене вуласа пачĕ. Унăн сăввисене И.Тимофеева, Т.Иванова, С.Кунина, Л.Чаркина, Т.Чукмарева, К.Павлова, В.Матвеева, М.Кунина тата ыттисем те пухăннисене вуласа пачĕç.
Библиотекăра Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа «Çĕн ĕмĕр чăвашĕ — Çеçпĕл» кĕнеке выставки хатĕрленĕ. Унта поэтăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă кĕнекесем пулчĕç.
Источник: "Каçал Ен"