21 ноября 2009 г.
Асăрхануллă пулсан сиен кÿмĕ
Çанталăк сивĕтсе пырать. Анчах та хăшĕ-пĕри кăмакасене юсама васкамаççĕ-ха. Хĕле кĕрсен васкаса унтан-кунтан саплакалаççĕ е пачах та шăтăк-çурăка хупламаççĕ. Ку вара инкек патне илсе пырать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, республикăри кашни пиллĕкмĕш пушар асăннă сăлтавсене пула тухать. Вут-çулăм вара нимĕн те хĕрхенмест. Темиçе çул пуçтарнă пурлăха пĕтерет, çын пурнăçне те татать.
Кăмакасем юсавсăр пулнипех Тăманлă Выçли, Шурут ялĕсенчи çуртсенче пушар тухнă. Мунча кăмакисем те инкек кăларса тăратма пултараççĕ. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел пулманнипе Çĕнĕ Мăратра, Шурутра, Хырай Ĕнелĕнче пушар тухса пурлăха çунтарса янă.
Пушартан асăрханмалли правилăсене тĕрĕс пурнăçласан, инкек-синкекрен асăрхансан асăннă тăкаксем пулмастчĕç. Кăмакана, мăрйине шуратмалла. Çакă çурăлнă, катăлнă вырăнсене çийĕнчех пĕлме май парать.
Кăмакасен лайăх хупланакан алăксем пулмалла, вĕсем умне тимĕр листисем сармалла. Çакă кăвар ÿксе урайне çунтарасран асăрханма кирлĕ.
Вут чĕртнĕ чухне хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе (краççынпа, бензинпа) усă курма юрамасть. Кăмака çывăхĕнче вутă, тумтир типĕтмелле мар, хăвăрт тивсе каякан хатĕрсем хума юрамасть. Çак асăрхану-лăх ыйтăвĕсене тĕрĕс пурнăçласан тата хăвăр сыхă пулсан — эсир инкек тÿсмĕр.
Источник: "Каçал Ен"