АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ

21 ноября 2009 г.

 

1991 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче РСФСР финанс министерствинчен уйрăлса тепĕр ведомство — РФ патшалăх налук служби туса хунă. РФ патшалăх налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕ тăватă района пĕрлештерсе тăрать. Ăна 6 уйăх ытла ĕнтĕ Вячеслав Александрович Антонов ертсе пырать. Унта пурĕ пĕрле çитмĕле яхăн налук инспекторĕ тăрăшать. Ĕçĕ çăмăлах мар, анчах та питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен район бюджетне мĕн чухлĕ укçа кĕресси вĕсенчен нумай килет.

«Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ», теççĕ халăхра. Налук службин ĕçченĕсем чăннипех те пысăк ĕç тунă кăçал. Вĕсем аван ĕçленине цифрăсем çирĕплетсе параççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра федераллă бюджета 18965 пин тенкĕ, республика бюджетне – 28602 пин тенкĕ, вырăнти бюджета 47540 пин тенкĕ налук пырса кĕнĕ. Федераллă бюджета хывас укçа пĕлтĕрхи кăтартуран 7,7 процент, вырăнти бюджета 10,4 процент ÿснĕ. Республика бюджетне вара укçа 5,8 процент сахалтарах кĕнĕ. Бюджет укçапа тата та ытларах пуянлантăр тесе налук органĕсем прокуратура, ГИБДД ĕçченĕсемпе, суд приставĕсемпе рейдсем ирттернĕ вăхăтра нумай парăмçăран укçа шыраса илеççĕ.

Патшалăх налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕ налук пухас ĕçре пысăк çитĕнÿ тунă. Тĕп кăтартăвĕ, паллах, налук хывнин сумми. Кирек мĕнле ĕçре те план пур. Вĕсем хăйсен умне лартнă пур тĕллеве те пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ республика шайĕнче ирттерекен экономика кăтартăвĕсемпе налук инспекцийĕ 1-мĕш вырăна тухрĕ. Çак ятпа налук службин управленийĕн начальникĕ А.А.Дергачев Диплом тата кубок парса чысларĕ. Ку, паллах, налук службин ĕçченĕсене малалла хавхаланса ĕçлеме хистет.

Маттуррисенчен тата та маттуррисем пур. Акă, Геннадий Николаевич Филипповпа Надежда Георгиевна Поликарпова районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекци начальникĕн çумĕнче нумай çул тăрăшаççĕ. Вера Васильевна Лукияновăпа Алевтина Геннадьевна Николаева налук службинче 15 çул ытла ĕçлеççĕ. Кунти тĕп бухгалтер Татьяна Сергеевна Иванова та тăрăшуллă. Вăл ĕçшĕн чунне пама хатĕр. Пурне те каласа та пĕтерме çук.

Налукçăсем республика шайĕнче ирттерекен тĕрлĕрен ăмăртусене те активлă хутшăнаççĕ. Кирек мĕнле спорт енĕпе те лайăх кăтартусем тăваççĕ. Тĕслĕхрен, волейбол, футбол вăййисенче вĕсем пĕрремĕшсем пулаççĕ. Пĕр-пĕрне аван ăнланни налукçăсене спортра та пулăшу парать. Апла пулсан налук системинче ĕçлекенсем вăй-хал енчен тĕреклĕ, сывлăхлă. Спортпа туслă пулни вĕсене ĕçре те пулăшса пырать.

Художество пултарулăх енĕпе те палăрса тăраççĕ 2-мĕш номерлĕ инспекци ĕçченĕсем. Смотр-конкурссене Энже Сахровапа Ирина Басникова тăтăшах хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхне çÿлти шайра кăтартаççĕ.

Паян — налук службинче ĕçлекенсен уявĕ. Эпир вĕсене çак ятпа саламлатпăр, ырлăх- сывлăх сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика