АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăм пĕлтĕрхинчен пысăкрах

21 ноября 2009 г.

Районти хуçалăхсем ноябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен 10,7 килограмм сĕт суса илеççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 700 грамм ытларах. Яланхи пекех сăвăмпа «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ палăрса тăрать. Унти фермăри ĕнесем кашни вăтамран 16 килограмм сĕт антараççĕ. Иртнĕ çул та çапла пулнă. «Восток», «Победа» хуçалăхсенче талăксерен 15,4—15,3 килограмм сĕт суса илеççĕ. Çав вăхăтрах «Госсорткомиссия» патшалăх учрежденийĕнчи ĕнесем 4,6 килограмм, «Турхан» ял хуçалăх кооперативĕнче 6 килограмм çеç сĕт антараççĕ. Ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен темиçе хут пĕчĕкрех-çке.

9 хуçалăхра халăхран сĕт пуçтараççĕ. Ку енĕпе уйрăмах «Дружба», «Асаново», «Труд» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Урожай» колхоз аван ĕçлеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика