АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шутламасăр тунă утăм пуçа хыçтарать

18 ноября 2009 г.

 

Арăмĕпе упăшки, пĕр тăвансем, кÿршĕсем хушшинчи хирĕçĕве ырламалла мар, паллах. Пĕтĕмпе ĕçке пула вăрçăнатпăр, пĕр-пĕринчен сивĕнетпĕр. Шутламасăр тунă ĕç вара вилĕм патне те илсе çитерме пултарать.

Акă, октябрĕн 19-мĕшĕнче Урмаелĕнчи Советская урамри 83-мĕш çуртра хăрушă инкек сиксе тухнă. Ниçта та йĕркеллĕ ĕçлемен 34 çулхи услап çавăн пек хирĕçÿ самантĕнче ашшĕпе пĕр тăван арçынна хырăмĕнчен урапа тапнă. Шар курнă çын тÿнсе кайса çавăнтах вилсе выртнă.

Прокуратура ĕçченĕсем Уголовлă Кодексăн 109 статйипе уголовлă ĕç пуçарнă. Ĕç-пуç епле пулса иртнине следстви çутатса парĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика