АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм хăрушă, асăрханмасан кăтартать типшар

18 ноября 2009 г.

 

Кăçалхи 10 уйăхра районта 25 пушар тухнă. Вут-кăварта пурĕ 713495 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 21 хут «хĕрлĕ автан» алхаснă, 643696 тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ. Кăçал пушарта çын пурнăçĕ татăлман, пĕлтĕрхи 10 уйăхра пĕр çын вилнĕччĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вут-çулăмра пĕр çын аманнă, иртнĕ çул 1 çын инкек курнăччĕ.

Ытларах пушарсем уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче пулнă. Вĕсенче 20 хутчен вут-çулăм алхаснă, 530,770 тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ. 1 пушар ял хуçалăх предприятийĕнче, 2 пушар автоçул çинче пулнă.

Вут-çулăм тухнин сăлтавĕсем мĕнре-ха? 3-шĕ çынсем чĕртсе янипе, 4-шĕ электрооборудованипе ĕçленĕ чухне пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе, 7-шĕ йăлара усă куракан электроприборсемпе тимсĕр пулнипе тухнă. 2 тĕслĕхре вут-çулăмпа асăрханусăр пулнă, 5-шĕнче кăмакасем юсавсăррипе, ача-пăча шăрпăкпа вылянипе, 2-шĕнче техника кирлĕ шайра пулманнипе инкек пулнă.

Пушарсем пĕлтĕрхинчен Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче 4 хут, Комсомольски, Кайнлăк ял поселенийĕсенче 2-шер хут, Тукай ял поселенийĕнче 50 процент ÿснĕ.

Халăха тимлĕрех пулма асăрхаттарса тĕрĕслевсем, калаçусем йĕркелетпĕр. Кăçал «Жилище» операци пулчĕ. Çак вăхăтра 266 пурăнмалли çурт-йĕре, экономикăн 85 объектне тĕрĕсленĕ. 36 хутчен рейда тухнă, граждансемпе 42 пуху тата тĕлпулу йĕркеленĕ.

Кăçалхи 10 уйăхра пушар хăрушсăрлăхне пăснă пирки юридици енчен вăйра тăракан, должноçри тата уйрăм 88 çын пирки протокол çырнă. 62-шĕ пирки штраф санкцийĕсем йышăннă. 8 протокол тăрăх ĕçлеме чарнă.

Массăлллă информаци хатĕрĕсенче тĕрлĕ материалсем пичетленĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕпе 547 çынпа вĕренÿ йĕркеленĕ.

12 ял хуçалăх предприятийĕнче пушар хуралĕ пур, ăна хуçалăхсем хăйсен вăйĕпех тытса тăраççĕ. Вут-çулăм тухсан вĕсем кирек хăш яла унпа кĕрешме çула тухаççĕ. Машинăсемпе ытти хатĕр кивĕ пулсан та вĕсене пушар хуралĕнче ĕçлекенсем юсавлă тытаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика