18 ноября 2009 г.
Тукай Мишерĕнче спорта тата физкультурăна юратакан çынсем нумай. Вĕсем районта, республикăра ирттерекен тĕрлĕрен ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Кунта, паллах, физкультура учителĕн Н.С.Зариповăн тÿпи пысăк. Вăл шкул ачисем пушă вăхăчĕсене усăллă ирттерччĕр тесе ырми-канми тăрăшать.
Акă, ноябрĕн 6—8-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче панкратион ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Хусан, Чĕмпĕр тата ытти хуласенчен тĕрлĕрен командăсем килсе çитнĕ. Асăннă вăййа Авалхи Грецире пуçарса янă. Çак ăмăртăва пирĕн район ачисем те хутшăннă. Акă, Иван Гаврилов, 1989 çулта çуралнăскер, лайăх кĕрешнипе палăрнă. Риназ Айсын (36 кг) хăйĕн виçеллисем хушшинче республикăра 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, Чăваш Енĕн чемпионĕ пулса тăнă. Уншăн ăна хулпуççи урлă çĕнтерÿçĕ лентине çакса чыс тунă, хаклă парне те панă. Ильяз Сабирзянов (33 кг) та япăх мар кăтарту тунă, 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех пирĕн район командишĕн Ильнар Зайнуллин (75 кг) та кĕрешнĕ, 3-мĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, Ильнар ноябрĕн 22-мĕшĕнче Кисловодск хулинче иртекен панкратион ăмăртăвĕсене хутшăнма тивĕç пулнă. «Вĕренекен Раççей шайĕнчи çавăн пек кĕрешÿсене хутшăнма пултарайнăшăн, паллах, мана кăна мар, районти çынсене те савăнтарать. Тата та пысăк çитĕнÿ тума вăй-хал парать»,— терĕ Н.Зарипов пĕрремĕш категориллĕ тренер.
Наиль Сабирзянович Тукай Мишерĕнчи вăтам шкулта 11-мĕш çул ĕçлет. Мĕн пĕчĕкренех вăл спортпа тата физкультурăпа туслă пулнă. Хăй юратнă профессине Чĕмпĕрти 3-мĕш номерлĕ педагогика училищинче алла илнĕ хыççăн тăван ялти шкулта ĕçлеме пикеннĕ. Ĕçленĕ хушăрах учитель хăйĕн тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе Нижнекамскри патшалăх институтне куçăмсăр (заочно) майпа вĕренме кĕрет. 2008 çулта унтан вĕренсе тухать.
Ĕçне чунтан парăннă учителĕн хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех те мухтанмалăх пур. Акă,11-мĕш класра вĕренекен Расык Зайнуллин спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланă. Наиль Сабирзяновичăн спортпа туслă вĕренекенĕсем 5 çул хушши ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕсем пулса тăраççĕ. Вĕрентекеншĕн çакă мар-и чи хакли, чи кирли?
Тăрăшать, шав талпăнать малалла çамрăк педагог. Спорт вăрттăнлăхĕсемпе те паллашать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ 2005 çулта Н.Зарипов пултарулăхпа, ĕçри хастарлăхпа палăрнăшăн Чăваш Республики Президенчĕн стипендиачĕ пулма тивĕçнĕ. Тренерăн пуринпе те тĕплĕн шутласа ĕçлемелле, кашни ача патне çул тупмалла. Çамрăксене чаплă спортсменсем пирки каласа ăнлантарни вĕсен ăшĕнчĕ чаплă ĕмĕт çуратать. Вĕсем те çав çынсем пекех пулма тăрăшаççĕ.
Унра вăй, ĕçченлĕх тапса тăрать. Урок ирттернипе кăна çырлахмасть Наиль Сабирзянович. Шкулта тĕрлĕрен секцисем ертсе пырать. Алă вăйĕпе çапăçассипе, самбо тата дзюдо енĕпе вăл спорт мастерăн кандидачĕн нормативĕсене тултарнă. Н.Зарипов — аслă категориллĕ педагог. Вĕрентекене ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тата вĕрентÿ ĕçĕнчи пысăк çитĕнÿсемшĕн иртнĕ кунсенче вĕрентÿ министрĕ Г.П.Чернова ЧР Хисеп грамоти, спортпа физкультура министрĕ А.А.Николаев Диплом парса чысланă.
«Ачасене спорта тата физкультурăна хăнăхтарас ĕçре ял-йыш нумай пулăшу парать. Хальхи вăхăтра ăмăртусене хуть ăçта каяс пулсан та укçа-тенкĕ кирли чăрмав кăларса тăратма пултарать. Çакăнта вара пире харпăр предпринимательсем, уйрăм çынсем укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ»,— тет учитель, пулăшакансене пурне те тав туса. Пĕр тесен, Наиль Сабирзянович хăй те кĕрĕк арки йăваласа лармасть.
Çын пĕрмай ĕçпе çеç те пурăнаймасть. Вăй-хăват ан иксĕлтĕр тесен канма та пĕлмелле. «Çемье мана вăй-хал парать. Пушă вăхăта хамăн ачасемпе ирттерме тăрăшатăп. Паллах, вĕсене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларасси — пирĕн тивĕç. Чи малтанах пирĕн вĕсемшĕн тĕслĕх пулма тăрăшмалла. Ачасене нихçан та япăх кăмăла кăтартмалла мар»,— пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне педагог.
Çапла пултăрччĕ те. Талантлă вĕрентекенĕн ачисем те пултаруллă! Хăюллă шухăш пулсан та, çак принципа тĕпе хурса ĕçлет Наиль Сабирзянович.
Источник: "Каçал Ен"