АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын

18 ноября 2009 г.

 

Киров поселокĕнче пурăнакан Николай Константинович Скворцов ыран 80 çул тултарать. Сахал мар вăхăт вăл. Çак çулсенче хури-шуррине чылай курнă вăл, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Пур çĕрте те лайăх енчен çеç палăрса тăнă.

Н.Скворцов хамăр районти Хирти Ĕнел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ. Ашшĕ, Кĕçтенкки, ялти «Победа» колхоз председателĕнче 5 çул тăрăшнă. Çемьере 6 ача пулнă. 5 хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ. Хирти Ĕнелти шкула çÿреме пуçланă. «Математикăпа Е.В.Сачкова вĕрентетчĕ. Çак предмета питĕ килĕштереттĕм»,— тет Николай Константинович аса илсе. Маттур пионер, вожатăй пулнă. Аван ÿкернĕ вăл. Çавăнпа та ăна стена хаçачĕн художникĕ пулма суйланă. «Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнче вĕренни асрах. Классем сивĕччĕ. Чернил шăнса ларатчĕ»,— каллех аса илÿ авăрне путать Н.Скворцов. 6-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн текех шкула кайман вăл. Колхозра тÿлевсĕр тенĕ пекех ĕçленĕ. Ака-суха тунă, хĕлле хире тислĕк кăларнă, ферма валли утă-улăм турттарнă. Çăмăл пулман, чăтнă. Кĕнекесем вулама та вăхăт тупнă. Уйрăмах ăна вăрçă теми интереслентернĕ. «Военное дело», «Будь готовой к военной медицинской обороне» кĕнекесем уншăн пурнăçра питĕ кирлĕ пулнине палăртать вăл. «Сунтал» тата ытти альманахсене пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех вуласа тухаттăм. Калавсемпе повеçсем те, сăвăсем те кăмăла каятчĕç,— тет Николай Константинович.

Пиччĕшĕ, Василий, Нĕркеçри «Ким» колхозăн çĕвĕ артелĕнче ĕçленĕ. Çамрăк Николай та унта тăрăшма пуçлать. Кĕрĕк, сăхман, карттус, çĕлĕк тата вăл вăхăтри ытти тумтире çĕленĕ.

1947 çулта хальхи Хирти Сĕнтĕр ял поселенине кĕрекен ялсенчен 30 хуçалăх паянхи Киров поселокĕ ларакан вырăна куçса килеççĕ. Скворцовсем чи малтанхисенчен пĕрисем пулаççĕ.

1949 çулта Н.Скворцов салтак тумĕ тăхăнать. Службăна Венгрире ирттерет. Çарта 3 çул та 3 уйăх пулать. Миномет расчечĕн командирĕ 1952 çулта яла таврăнать. МТСа ĕçе вырнаçать. Комбайнера пулăшакан пулса ĕçлет. Канашри механизаци училищине вĕренме кĕрет, механик-комбайнер профессине алла илет.

Николай Константинович хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшнă. Кĕвĕ-çемĕ кăмăллаканскер, хуткупăспа выляма вĕренет. 1954 çулта «Самоучитель» кĕнеке туянса тĕрлĕ кĕвĕсем калама хăнăхать.

МТСра комбайнерта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах каçхи шкула çÿрет, 8 класс пĕтерет.

Çĕвĕç ĕçне те пăрахма шутламасть. Пĕлĕве, ăсталăха ÿстерес тесе Киров хулинчи çĕвĕçсем хатĕрлекен шкула куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет.

Пĕр вырăнта ларса-тăма пултарайман Н.Скворцова пурнăç çулĕ Казахстана, çĕнĕ çерем уçма илсе çитерет. «Мана вĕр-çĕнĕ СК-4 комбайн шанса пачĕç,— тет Николай Константинович. — Вĕçсĕр-хĕрсĕр тырă уйĕнче ĕçлерĕмĕр».

Яла таврăнсан фотографипе интересленме пуçланă. Районти йăла пулăшăвĕ паракан комбинатра чылай çул фотографра тăрăшнă. Ку вăхăтра та пĕлĕвне ÿстерсех пынă. Каçхи шкулта 11 класс пĕтернĕ. «Л.Таллеров «Октябрь ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕччĕ. Пичете валли сăн ÿкерчĕксем параттăмччĕ»,— аса илет Николай Константинович. И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн худграф факультетне те заявлени панă. Пĕр вăхăт Елчĕк районĕнчи «Колхоз ялавĕ» хаçатĕнче те ĕçленĕ. Яланах кĕвĕ-çемĕпе туслă пулнă. Баян туяннă, музыка грамотине хăй тĕллĕн вĕреннĕ. «Самоучитель» тăрăх 4 вальс, паллă композиторсен нумай кĕввине калама хăнăхрăм»,— сăмахне малалла тăсать Н.Скворцов.

1970 çулта «Октябрь ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.А.Якимов ăна фотокорреспондент пулма чĕнет. 19 çул тăрăшать кунта Н.Скворцов. Çав вăхăтра пиншер сăн ÿкерчĕк пичетлесе кăларать вăл. «Яла çуран тухса кайни те пулнă. Клишесем тума Хусана, Шупашкара, Канаша тăтăшах автобуспа çÿреттĕмĕр. «Зенит», «ФЭД» фотоаппаратсемпе ĕçленĕ. «Малтан редакци çурчĕ кивĕччĕ. Çĕннине тунă çĕрте те ĕçленĕ»,— аса илет Николай Константинович.

Тивĕçлĕ канăва кайсан та пушă лармасть Н.Скворцов. Кил-тĕрĕшре, çĕр ĕçĕпе ĕçлет. Хăй вăйĕпе мини-трактор тăвать. Т-25 трактор туянсан кăкарса ĕçлемелли агрегатсем ăсталама пикенет. Халĕ унăн 1 гектар çĕр. Çĕр улми кăлармалли, лартмалли, çĕр кăпкалатмалли агрегатсем, косилка пур.

Тĕрлĕ енлĕ ăста тесех калас килет ун пирки. Çăм атă йăвалать вăл, кăмака та тăвать, столяр ĕçĕсене те хăех пурнăçлать. Сакăр теçетке тултарать пулин те, пушă ларма юратмасть. Хăй ĕмĕрĕнче чылай çынна фотографи ĕçне хăнăхтарнă. «Октябрь ялавĕ» («Каçал ен») хаçатра фотокорреспондентра чылай çул ĕçленĕ А.Кольцов та — унăн вĕренекенĕ. Мăшăрĕ те, Вера Николаевна, 10 çул районти йăла пулăшăвĕ паракан комбинатра фотограф пулса ĕçленĕ.

Скворцовсем 3 хĕрпе 2 ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсен 8 мăнук, 2 мăн мăнук.

Çулĕ пур пулин те Н.Скворцов паянхи кун та хăйне патвар туять, аванах çÿрет. Малашне те сывлăх пултăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика