18 ноября 2009 г.
Иртнĕ кунсенче районти прокуратура «Изамбаево» ЯХПКра ĕçлекенсене вăхăтра ĕç укçи тÿленине тĕрĕслерĕ. Каласа хăвармалла, çак ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçине маларах та вăхăтра ĕç укçи тÿлеменшĕн Административлă кодексăн 5.27 статйипе явап тыттарнăччĕ.
Юлашки тĕрĕслевре вара ертÿçĕ татах йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă. Сăмахран, Н.А.Синицына 13414 тенкĕ те 11 пус, А.А.Козлова 1312 тенкĕ те 82 пус ĕç укçи тÿлемен. Ĕçлев кодексĕн 68 статйипе килĕшÿллĕн Н.А.Синицына ĕçе илнĕ пирки хушу та кăларман пулнă.
Çаксемшĕн тата йĕркене пăснă ытти тĕслĕхсене тупса палăртса ЯХПК ертÿçи çине административлă майпа явап тыттарас тĕллевпе протокол çырнă.
Ноябрĕн 3-мĕшĕнче районти 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн судйи «Изамбаево» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н.И.Васильев административлă майпа айăплă тесе йышăну туса 1 çулталăка дисквалификациленĕ. Çĕршывра тÿлевсĕр ĕçлессине пĕтернĕ. Çакна пур ертÿçĕн те асра тытмалла.
Источник: "Каçал Ен"