14 ноября 2009 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа çитес çул 65 çул çитет. Сахал мар вăхăт иртрĕ пулин те çак ахăр самана халăх асĕнчен каймасть. Кашни килтенех кам та пулин вăрçăра çапăçнă, пуçĕсене хунă, тылра тăрăшнă. Çулсем иртнĕ пулин те çав хăрушă вăхăт манăçмасть. Çакна шута илсе вăхăт çитичченех Раççейре, республикăра вăрçă паттăрĕсем пирки тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Пирĕн район та айккинче юлмарĕ.
Акă, ноябрĕн 10-мĕшĕнче Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центра халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Кунта ватти-вĕтти те пулчĕ. Ватăсем çав çулсене хăйсен куçĕпе курнă пулсан, пĕчĕккисем вăрçă пирки кĕнекесем е кинофильмсем тăрăх çеç пĕлеççĕ. Районти культура пайĕ ирттерекен «Ликуй, победная весна» смотр-конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чĕчкен, Хырхĕрри, Тукай, Урмаел, Шурут ял поселенийĕсенчи агит-бригада коллективĕсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах сцена çине Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центр çумĕнчи агитбригада коллективĕ тухрĕ. Номерсемпе тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăн сцена çинче пулчĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пирки çеç пулмарĕç вĕсен номерĕсем. Чăвашсен паллă поэчĕ Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарать. Ăна та манса хăвармарĕç вĕсем. Ачасем литмонтаж евĕрлĕ композици кăтартса пачĕç.
Хырхĕррисем те лайăх хатĕрленнĕ. Салтаксен фронтран янă çырăвĕсене вуласа панă чухне кашни çыннăн чĕринче хурлăх, пуçĕнче аса илÿ çуралчĕ пулĕ? Залра ларакансем хушшинче вăрçă хирĕнче ашшĕ пуç хунине пула тăлăх çитĕннисем те пурччĕ.
Тукай ял поселенийĕнчен килнĕ агитбригада коллективне те халăх алă çупса йышăнчĕ. Вĕсем кăтартса панă композицисенче те хурлăх, хуйхă, вăрçă вăхăтĕнче çынсем чăтнă йывăрлăхсем палăрчĕç.
Чĕчкен ял поселенийĕнче икĕ халăх ывăл-хĕрĕ килĕштерсе пурăнать. Чăвашсенчен чылайăшĕ тутарла та пĕлет. Çавăнпах пулĕ вĕсем номерсене хăйсен чĕлхипех хатĕрленĕ. Илемлĕ пулса тухнă вĕсем. Чăвашсем те ăнланчĕçех.
Шурутсене те хапăлласах йышăнчĕç. Мана хама В.Фролов кăмăла кайрĕ. Йÿç Шăхалĕнчи «Шÿлкеме» фольклор ансамбльне çÿрекенсене хуткупăс каласа юрă хыççăн юрă юрлаттарчĕ. В.Шагарован салтакран таврăнман ывăлĕшĕн чĕринчен тухакан хÿхлевĕ чылайăшĕн куçĕнчен куççуль те кăларчĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, кашни агитбригада коллективĕ смотр-конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кăларса тăратнă хĕн-хура кăтартса пама тăрăшнă. Ваттисем вăл вăхăтри нушана хăйсем туйса курнă пулсан, çамрăксемшĕн, ачасемшĕн истори урокĕ пекех пулчĕ пулĕ тетĕп. Кунта вăрçă пуçланас умĕнхи шкул ачисен уйрăлу балĕ хыççăнхи пулăмсен, ĕнер шкулта экзамен тытнă хыççăн салтак тумĕ тăхăнакансене, çара кайма хатĕр хĕрсене, çапăçу хирĕнчи самантсене те кăтартрĕç. Çĕнтерÿ! Ăна мĕнле кĕтсе илни те сăнланчĕ сцена çинче. Вăрçăран таврăнман ывăлĕсемпе мăшăрĕсем пирки мĕнле хурланнине сăнарсем урлă пăхрĕç.
Агитбригада членĕсене кашни номершăнах алă çупса тав турĕç. Смотр-конкурс вĕçĕнче Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов ялти социаллă-культурăллă центрăн художество пултарулăх коллективне хастар хутшăнакансене Хисеп хучĕсем тата парне пачĕ.
Смотр-конкурса Т.Макарова ертсе пычĕ, С.Просвирнов музыка енчен йĕркелерĕ.
Ноябрĕн 11-мĕшĕнче агитбригада артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе малалла паллаштарчĕç. Нĕркеçри культура çуртне таврари пилĕк ял поселенийĕнчи агитбригада коллективĕсем килсе çитрĕç. Вĕсен пултарулăхне хаклама ял çыннисем те, шкул ачисем те (вĕсем каникулта) чылайăн пухăннă. Чи малтан сцена çине Комсомольски ял поселенийĕн агитбригада ушкăнĕ тухрĕ. Вĕсем Аслă Çĕнтерÿ темине çутатакан юрăсене шăратрĕç. Малалла сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе Элпуçĕнчи, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи, Александровкăри, Нĕркеçри агитбригада ушкăнĕсем паллаштарчĕç. 15 минута пыракан концертра Аслă Çĕнтерÿ, вăрçă темине туллин çутатмалла пулчĕ. Кашниех ку темăна хăйне евĕр ăнланса, представление тĕрлĕ енлĕ йĕркеленĕ. Çамрăк йĕкĕтсем вăрçа тухса кайнине, унтан таврăннине, вăрçă çулĕсем çав тери йывăр пулнине сăнласа пачĕç артистсем. Çак хаяр вăрçăран чылайăшĕ каялла таврăнманнине, ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ывăл-хĕрĕсене ĕмĕрлĕхех çухатнине пĕрре мар асăнчĕç. Кĕçĕн Çĕрпÿел, Элпуç ял поселенийĕсенчен килнĕ агитбригадăсем вăрçă çулĕсене, Çĕнтерĕве, ветерансен уявне сăнлакан ÿкерчĕксемпе ятарлă презентаци хатĕрленĕ. Ыттисем çакна шута илмен темшĕн.
Жюри членĕсем, районти культура ĕçченĕсем В.Курицына, Л.Носова, Н.Полякова программăна хак пачĕç. Пĕтĕмлетсе вĕсем çапла каларĕç: «Тĕпрен илсен, япăх мар ĕçленĕ. Темăна çутатассине лайăх ăнланнă. Анчах та пуçланă ĕçе вĕçне çитерсех пĕтереймен. Хăш-пĕр вырăнсене уçăмлатмалла, çĕнетмелле. Вăрçă темине хускатакан юрăсене юрларăр. Анчах та вĕсене вĕçне çитиччен юрламасан та юрать. 15 минутра тĕрлĕ юрра шăратса, кăштах çак темăна театрализацилесен тем пекех хитре пулса тухатчĕ. Тен, хăшĕ-пĕри кĕске вăхăтра хатĕрленипе темăна туллин çутатса парайман. Александровкăри агитбригада ушкăнĕн пултарулăхĕ пирĕн кăмăла кайрĕ. Ыттисен вĕсенчен вĕренмелле. Смотр-конкурс икĕ кустра иртнĕ май, агитбригадăсен пултарулăхĕпе туллин паллашма май пулчĕ. Пире паянхи концерт кăмăла кайрĕ. Чуна хумхатакан, чĕрене витерекен, пырса тивекен номерсем ытларах пулчĕç. Анлă мероприятие ачасене явăçтарни те паха. Вĕсене патриотизмла воспитани парасси — аслисен тивĕçĕ. Маттур!».
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнине халлалланă мероприятисем малашне татах та пулаççĕ. Унта ял поселенийĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем те, вĕренекенсем те хутшăнĕç.
Источник: "Каçал Ен"