14 ноября 2009 г.
Милици ĕçченĕн кулленхи пурнăçĕнче участок уполномоченнăйĕн ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. Унăн сотрудникĕсем – халăхпа чи çывăххисем. Кунсерен вырăнта ĕçлесе кашни çыннăн, кашни çемьен пурнăçне тĕплĕн пĕлсе çитеççĕ вĕсем. Çакă вара обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессинче сахал мар пулăшу парать.
Акă, районти кăçалхи 10 уйăхри пĕтĕм преступленисен 25,3 процентне участокри уполномоченнăйĕсем уçса панă. Вĕсем ял поселенийĕсенче, ялсенче çирĕп йĕрке пултăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Вунă çул ытла ĕнтĕ районти участок уполномоченнăйĕсен начальникĕнче С.А.Кокорев тăрăшать. Вăл шалти ĕçсен пайĕнче — 1994 çултанпа. Вырăнти халăха ал тупанĕ çинчи пек курса тăни ăна кулленхи ĕçре самаях пулăшу парать. Çапах та йĕркене пăсакансем тупăнаççех. «Участокри уполномоченнăйĕн 303 тивĕç. Кÿршĕсен автанĕ пахчана кĕрсе йăрансене пăсать-и? Услап ывăл ĕçке ярăннă е ниçта та ĕçлемест-и? Çемьере харкашу пулса иртнĕ-и? Пурте пакунлă çын патне пыраççĕ. Вара унăн кирек хăш вăхăтра та ыйтусене тĕрĕс татса памалла. Вĕсем çине анлă тавра курăмлă, пысăк пурнăç опычĕллĕ сотрудник çеç хурав тупать»,— терĕ Сергей Арсентьевич, хăйĕн ĕçтешĕсемпе мана паллаштарса.
Çапла, маттур та пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ районти шалти ĕçсен пайĕн участок уполномоченнăйĕсенче. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене çÿлти шайра туса пыраççĕ. Кирек мĕнле ĕç те шанса пама пулать çакăнта ĕçлекенсене. Вĕсем тарăн пĕлÿллĕ, пысăк опытлă.
Пирĕн районта — 54 ял, 12 ял поселенийĕ. Унта начальникĕпе пĕрле участокри 7 уполномоченнăй хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Акă, Андрей Валерьевич Марин Кайнлăк тата Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсенче тăрăшать. Рафаэль Рахимуллович Алиуллов — Шурут, Вячеслав Алексеевич Зайков — Тукай, Сергей Павлович Прохоров — Асанкасси, Вăрманхĕрри Чурачăк, Александр Геннадьевич Лупов — Комсомольски, Александровка, Ильшат Минталинович Сыразетдинов — Элпуç тата Аслă Çĕрпÿел, Руслан Рашидович Гафуров Комсомольски ял поселенийĕсенче йĕрке тытса пыраççĕ. Вĕсем ялти урамсенче тирпей-илем хуçалантăр тесе нумай тăрăшаççĕ. Кил хуçисене хуçалăх йĕри-тавра тăтăшах çÿп-çапран тасатса тăмаллине аса илтерсех тăраççĕ. Сăмакун хатĕрлекенсемпе те кĕрешеççĕ участок уполномоченнăйĕсем. Кăçал ун пек 15 тĕслĕх тупса палăртнă.
Сотрудниксем халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн вăй хураççĕ. Çавăнпа çынсен киревсĕр ĕçĕсене асăрхасан шалти ĕçсен пайне е вырăнти участок уполномоченнăйне пĕлтерме хăраса тăмалла мар. Ун чухне преступленисене уçса пама татах та çăмăлланĕ.
Иртнĕ кунсенче ĕçри хастарлăхшăн А.Лупова республикăри шалти ĕçсен министрĕнчен Хисеп грамоти, С.Прохорова тата А.Марина Тав хучĕсем парса чысланă.
Çитес кунсенче вĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Эпир те вĕсене çак ятпа саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр!
Источник: "Каçал Ен"