14 ноября 2009 г.
Кашни çулах ноябрĕн 12-мĕшĕнче Раççей перекет банкĕн ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун банк хăйĕн клиенчĕсем çинчен те манмасть. Çулсеренех акцисем ирттерет, парнесем парать. Акă, кăçал та ноябрĕн 12-мĕшĕнче РФ Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ уйрăмах хастар вкладчиксене, хăйсемпе тачă çыхăну тытакансене чыслама шут тытнă. Телейлисен шутне Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмне кĕрекен 4 район çыннисем хушшинче пирĕн ентешсем лекнĕ. Вĕсем – Хирти Сĕнтĕрти Н.И.Дубковпа Комсомольскинчи Н.В.Краснова. Дубковсен çемйи пухăннă укçана яланах перекет кассинче тытнă, халĕ те çаплах. Шăпах çакăншăн ăна банк пин-пин клиент хушшинче суйласа илсе уяв тĕлне кĕнеки çине 10 пин тенкĕ куçарса панă.
Надежда Валентиновна вара – предприниматель. Унăн час-часах ют çĕр-шывсене çитме тивет. «Пĕрле укçа чиксе çÿреме халь хăрушă, çавăнпа ăна эпĕ пластик карточка çинче тытатăп. Турцире-и эсĕ е Польшăра — çав карточкăпа банкоматран кирек ăçта та кирлĕ сумма илме, таваршăн тÿлеме май пур»,— терĕ хĕрарăм.
РФ Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕн Комсомольскинчи 4440/024 офисĕн заведующийĕ Елена Кополухина, Ленар Сафиуллин инспектор хăнасене уявпа тата парнене тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Сăмах май çакна та каласа хăварам. Нумай çул тÿрĕ чунпа банк тытăмĕнче ĕçленĕшĕн Галина Архиповна Паркова контролер-кассира Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысланă. Александровкăри Людмила Чудина вара Атăлпа Вятка банкĕн грамотине тивĕçнĕ. Вĕсене наградăсем илнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр. Пурнăçра ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"