14 ноября 2009 г.
2009 çул — Çĕр ĕçченĕсен çулталăкĕ. Çавна май Шупашкарти «Чăваш Енри республика вĕрентÿ институчĕ» патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕ шкул ачисем хушшинче сочиненисен конкурсне йĕркелерĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те активлă хутшăннă.
Иртнĕ кунсенче çак конкурса тăратнă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Пиллĕкмĕш классем хушшинче Саша Соловьев (наука ертÿçи — И.А.Соловьева) «Труд земледельца почетен и славен», Люба Галкина (наука ертÿçи — З.Г.Чернова) «Профессия каждая — самая важная» сочиненийĕсемпе 1-мĕш тата 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Улттăмĕш класра вĕренекен Стас Николаев (наука ертÿçи — С.В.Михайлова) «Этим летом выросло все это» ĕçĕпе 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Тăххăрмĕш класа вĕренме çÿрекен Катя Свининан (наука руководителĕ — Е.С.Свинина) «Мое село – моя гордость» сочиненийĕ те жюри членĕсене килĕшнĕ. Республикăра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Аня Титова (10 класс, наука ертÿçи — Е.С.Свининан) ĕçне вара чи çÿлти шая — 1-мĕш вырăна хурса хакланă.
Иртнĕ кунсенче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул ачисем çырнă сочиненисен пуххи те кун çути курнă. Ăна пичете хатĕрлесе параканĕ — вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентекен Ирина Алексеевна Соловьева. Сочиненисене тĕрĕслесе хатĕрлекенĕсем – Светлана Васильевна Михайлова, Елена Сергеевна Свинина, Зоя Гавриловна Чернова, Надежда Ивановна Воробьева, Людмила Александровна Афанасьева.
Иртнĕ кунсенче çак сборника вĕрентÿ министрне Г.Черновăна парнеленĕ. Галина Петровна ачасен сочиненисене пысăк хак панă.
Источник: "Каçал Ен"