АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусă шывĕ пултăр тăрă

11 ноября 2009 г.

 

Ĕçмелли шыв радиаци енĕпе, ерекен чирсем микробĕ çуккипе, хими хутăшĕпе, тутипе, шăршипе, тĕсĕпе сиенсĕр пулмалла. Районта пурăнакансемшĕн пусă чи кирлĕ çăл куç шутланать. Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн ĕçченĕсем вĕсенчи шыва тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ. Районта тĕрĕсленĕ шыва пахалăхĕпе лайăх пулнине палăртмалла.

Санитари правилисен норми тăрăх, вăл выльăх-чĕрлĕх сарайĕнчен, туалетсенчен, тислĕк куписенчен 50 метр, магистраллĕ çулсенчен 30 метр айккинче пулмалла. Пурана вырнаçтарнă хыççăн 2 метр тарăнăш, 1 метр сарлакăш тăм «çăра» пулмалла. Пусă йĕри-тавра икĕ метр радиуспа бетон сармалла, карта тытмалла. Пусă çывăхĕнче автомашина çума, выльăх-чĕрлĕх шăварма, кĕпе-йĕм чÿхеме юрамасть. Çак йĕркесене пăхăнсан çеç пурте йĕркеллĕ пулĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен тата хуçалăх ертÿçисен яланах йĕркене пăхăнма тăрăшмалла. Санитарипе гигиена правилисене пăхăнмасан шыв çынсемшĕн хăрушă чирсен сăлтавĕ пулассине манмалла мар.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика