11 ноября 2009 г.
Чĕлхе пуянлăхне туйса ÿсекен ача маттур. Вăл вĕренÿре те пултаруллă, обществăлла ĕçре те хастар. Вĕренекен олимпиадăсене, конкурссене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнсан çеç хăйĕн пĕлÿ шайне ÿстерме пултарать. Çакна тĕпе хуракансем вăтам шкулта сахал мар.
Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Шупашкар хулинче йĕркеленĕ Пĕтĕм халăх чĕлхисен 14-мĕш фестивальне хутшăнчĕç. Ăна пуçласа Чăваш Енте 1996 çулта йĕркеленĕ. Фестивале пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва çирĕплетес, тĕрлĕ халăх чĕлхипе, культурипе паллашас тĕллевпе ирттереççĕ. Çакăн йышши анлă фестиваль октябрь уйăхĕнче пулчĕ. Унта 36 чĕлхепе паллашма май килчĕ. Фестивале Шупашкарта, Европăра, Азире, Африкăра пурăнакан ачасемпе студентсем хутшăнчĕç. А.Минибаев, Е.Свинина, А.Титова, А.Краснова, А.Широкина, А.Назмеева, М.Петрова, А.Тимофеева, М.Герасимова, А.Ильина вĕренекенсем Е.С. Свинина педагог ертсе пынипе çак фестивале хутшăнса нумай çĕнĕлĕхпе паллашрĕç, интереслине пĕлчĕç. Кунта ыттисен паха енĕсемпе паллашмалли, вĕсенчен вĕренмелли нумай пулчĕ.
Ачасем фестивальтен тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç.
Анжела Краснова (9-мĕш класс): «Фестивале концертпа уçрĕç. Пирĕн хушăра армянсем, азербайджансем, французсем, испанецсем, чеченецсем, японецсем, нимĕçсем тата ытти халăх ачисем пулчĕç. Тĕрлĕ чĕлхе презентацийĕсемпе паллашрăмăр. Мана ытларах испан чĕлхи кăмăла кайрĕ. Керубин испанец пире кĕске вăхăтрах хăш-пĕр сăмахсене калама вĕрентрĕ. Фестиваль çÿллĕ шайра иртрĕ».
Анна Широкина (9-мĕш «б» класс): «Тĕрлĕ чĕлхе презентацийĕнче пултăм. Вĕсен культурипе, пурнăç условийĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе паллашма май килчĕ. Алфавитпа та кăсăклантăмăр».
Екатерина Свинина (9-мĕш «б» класс): «Çак кун пĕр вăхăтрах тĕрлĕ чĕлхепе паллашма тÿр килчĕ. Анчах та пур çĕре те çитме май килмерĕ. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçни, ăнлантарни çав тери интереслĕ иккен. Нумай сăмах вĕренсе килтĕмĕр. Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕр илемлĕ те çепĕç. Маншăн чи çывăххи — вырăс тата чăваш чĕлхи».
Айнур Минибаев (9-мĕш «а» класс): «Фестиваль пĕр са мант пек иртсе кайрĕ. Çак вăхăтра нумай-нумай çынпа паллашрăм. Хăш-пĕр чĕлхене вĕренес туртăм çуралчĕ. Испан чĕлхи питех те килĕшрĕ».
Вĕренекенсем фестивальтен тулли кăмăлпа килни чăнах та савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать.
Источник: "Каçал Ен"