11 ноября 2009 г.
Кĕрхи ĕçсене вĕçлесен, пур продукцине те пуçтарса илсен ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакансене пысăк уява пуçтарасси йăлана кĕнĕ. Кăçал Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне ноябрĕн 6-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче уявларĕç.
Уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă, тухăçлă вĕçленĕ ĕçченсене район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова, «Хыпар» ИÇ генеральнăй директорĕн çумĕ Г.А.Максимов, «Наско» страхлакан компани тĕп директорĕ Р.Г.Иванова тата ытти хăнасем ăшшăн саламларĕç. Район çулран çул аталанса пынине, ÿсĕмсем пысăккине вĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем çулсеренех пысăк тухăçпа ĕçлени те савăнтарать.
Геннадий Федорович ял çыннисем тăрăшуллă пулнине палăртрĕ: «Сирĕн ĕçченлĕхрен нумай килет. Эсир тăрăшнипе хуçалăх ÿсĕмĕсем, район çитĕнĕвĕсем те курăмлă».
Г.П.Чернова министр ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне пĕлтĕр те, кăçал та хутшăнчĕ. Вăл Каçал тăрăхĕнче чăннипех те ĕçчен, тăрăшуллă, маттур çынсем пурăннине каларĕ. «Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлекенсен çеç савăнма сăлтав пур»,—терĕ вăл, уяв ячĕпе саламланă май. Ял хуçалăх министерствин Тав хутне «Слава картофелю» агрофирма генеральнăй директорĕн çумĕ А.В.Селиванов, Хисеп хутне Минатуллин фермер хуçалăхĕн ертÿçи М.Р.Минатуллин, «Нур» ял хуçалăх потребительсен кооперативĕн ертÿçи З.Ш.Заргиров, «Труд» хуçалăхри машинăпа трактор паркĕнчи мастерской заведующийĕ Р.Р.Айнетдинов, «Искра» хуçалăхри З.Я.Квасова доярка, Н.В.Воробьев тракторист, «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕ В.И.Кузьмин тивĕçрĕç.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов ял хуçалăх предприятийĕсемпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем мĕнле тăрăшнипе туллин паллаштарчĕ. Ÿсĕмсемпе савăнмалăх пур, çакна цифрăсем çирĕплетеççĕ. Çанталăк типĕрех пулнине пăхмасăрах пахча-çимĕç культурисем те, тыр-пул та япăх мар тухăçпа савăнтарчĕç. Ÿсĕмсем ял хуçалăх ĕçченĕсенчен, çĕре мĕнле апатлантарнинчен, пăхнинчен, вăхăтра çум-курăкран тасатнинчен те нумай килнĕ. Кăçал республикăра Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулни тата маттуртарах ĕçлеме хистерĕ. Ял хуçалăхне тĕрлĕ майпа вăйлăрах аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем машинăпа трактор паркĕсене пуянлатма, çĕнĕ йышши техника туянма вăй çитерчĕç. Тĕслĕхрен «Комсомольские овощи» агрофирма (ертÿçи М.Г.Шарафутдинов) хăйĕн никĕсĕ çинче 800 тонна пахча-çимĕç упрамалли комплекса хута яни те пысăк çитĕнÿсенчен пĕри мар-и? «Слава картофелю» агрофирмăн пурлăхпа техника бази калама çук пуян пулни палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама май парать. Вĕсем Чăваш Енре çеç мар, Раççейре те лидерсен йышăнче. Ахальтен мар çитес вăхăтра Комсомольскинче çĕр улмипе пахча-çимĕçе тирпейлесе хатĕрлекен комплекс никĕсне ярасшăн. Апла пулсассăн çынсем валли ĕç вырăнĕ пулас шанчăк пур. Пахча-çимĕç культурисене те инçете каймасăрах вырнаçтарма май килĕ. Ку, паллах, ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн те, уйрăм çынсемшĕн те меллĕ. Çĕр улмине тухăçлă çитĕнтерес енĕпе районта япăх мар ĕçлеççĕ, ыттисен пирĕнтен тĕслĕх илмелли пурах. Кăçал çак культурăна 2355 гектар çинче лартнă, вăтамран кашни гектартан 177 центнер тухăç илнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕр чылай пысăк пулнă, кăçал çанталăка пула — пĕчĕкрех. Çав сăлтава пулах пахча-çимĕç тухăçĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем те хуçалăхсенче аван çитĕннĕ. Кунта вĕсене вăхăтра минераллă удобренисемпе апатлантарни те витĕм кÿнĕ паллах. Ампар виçипе кăçал пÿлмесене 35637 тонна тĕш тырă кĕнĕ. Кун пекки юлашки 12 çулта та пулман. Чи пысăк тухăç илекенни — Минатуллин фермер хуçалăхĕ. Кăçал вĕсем кашни гектартан вăтамран 35,7 центнер илнĕ. Тупăшлă ĕçленĕрен «Пысăк ылтăн пучах» приза та вĕсемех тивĕçрĕç. Хуçалăхри ĕçченсем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 37,6 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илнĕ. Кунта хуçалăх ертÿçин М.Р.Минатуллинăн, тĕп агрономăн А.Н. Парковăн тÿпи уйрăмах пысăк. «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ кашни гектартан 36,6 центнер çитĕнтерсе иккĕмĕш, «Восток» ЯХПК кашни гектартан 30,7 центнер апат единици илсе — виççĕмĕш вырăнта. Çавăн пекех «Труд», «Пайгас», «Луч» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Кызыл Сабанча», «Золотой колос» фермер хуçалăхĕсем, «Слава картофелю» агрофирма та лайăх ĕçленĕ.
«Пĕчĕк ылтăн пучах» приза кăçал «Урожай» колхозри С.В.Улжусева ертсе пыракан бригада çĕнсе илнĕ. «Труд» хуçалăхри М.М.Юнусова бригади – иккĕмĕш, Минатуллин фермер хуçалăхĕнчи Р.Р.Камалетдинова бригади виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Н.М.Павлова («Рассвет»), Н.М.Лепешкин («Восток»), Н.М.Филиппов («Луч») ертсе пыракан бригадăсем те тухăçлă ĕçленĕ.
Кăçал «Урожай» колхоз чи пысăк тухăçлă çĕр улми çитĕнтернĕ. Вĕсем ăна вăтамран кашни гектартан 290 центнер илнĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра, Минатуллин фермер хуçалăхĕнче те çак культура пысăк тухăç панă..
Аш-какай туса илес енĕпе «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ палăрнă. Унти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 96,9 центнер аш-какай туса илнĕ. Атласкин фермер хуçалăхĕпе «Восток» ЯХПКри кăтартусем 73,5 тата 57,7 центнерпа танлашнă. Сĕт туса илес енĕпе чи маттуррисем – «Рассвет» ЯХПК ĕçченĕсем. Вĕсем кăçал кашни 100 гектар çĕр пуçне 583,1 центнер сĕт сунă. «Искра» колхоз, «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕ те малтисен йышĕнче.
«Асаново» ял хуçалăх кооперативĕ халăхран сĕт пуçтарассине чи лайăх йĕркеленĕ. Вĕсем октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кашни ĕне пуçне 2664 килограмм сĕт пуçтарнă. «Дружба», «Пайгас» «Труд», «Луч» хуçалăхсем, «Урожай» колхоз çак енĕпе тăрăшуллă ĕçлеççĕ.
Хуçалăх ертÿçисем тăрăшуллă пулнине, вĕсем маттур ĕçленине ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ иккен хуçалăхсенче.
Уяв, паллах, юрă-ташăсăр мар. Культурăпа кану центрĕн, «Каçал» фольклор ансамблĕ, Хирти Сĕнтĕр, Александровка ял поселенийĕсен артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Искусство шкулĕн ачисем илемлĕ ташăсем парнелерĕç.
Уявра «Кооператор» производство комбиначĕн ĕçченĕсем хăйсем хатĕрлекен продукципе паллаштарчĕç. Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕ (ертÿçи В.С.Агамирян) пуçласа çакăн йышши пысăк уявра хăйĕн продукцине сĕнчĕ. Вĕсем паянхи куна 13 тĕрлĕ сыр кăлараççĕ. Уява килнисем пурне те тутанса пăхса хак пама пултарчĕç. Районта пурăнакансем вĕсене хапăлласах йышăнни паллă пулчĕ. «Слава картофелю» агрофирма çитĕнтернĕ çĕр улмин сорчĕсемпе те паллашма май пулчĕ. Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Савăнма та, канма та, ыттисен паха опычĕпе паллашма та вăхăт пулчĕ. Пĕрле пуçтарăнса савăннине мĕн çиттĕр?
Источник: "Каçал Ен"