АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсисем ÿсĕç

07 ноября 2009 г.

 

Кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕнче йышăннă Федераллă саккунсен тĕллевĕсенчен пĕри вăл — пенси шайне ÿстересси.

Çакна пурнăçлама саккуна çакăн пек çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ:

— пенсисене валоризаци тăвасси;

— пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар тупăшпа тивĕçтересси;

— ĕç стажне нумайлатма хавхалантарма ĕç пенсийĕн страховани пайне кĕрекен палăртнă тĕп виçене 2015 çултан ÿстересси.

Валоризаци механизмĕпе усă курса пенси виçине еплерех ÿстересси çинчен РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Зоя Васильевна Каринкина каласа парать.

— Сăмах «Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çинчен» 173-мĕш Федераллă Саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕç пенсийĕсене валоризацилесси пирки пырать. Ку улшăнусем çитес çулхи январь уйăхĕнче вăя кĕреççĕ.

Валоризаци вăл — граждансен 2002 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕччен йĕркеленнĕ пенси правине укçан хакласа хушса ÿстересси. Валоризаци йĕркипе кашни çыннăн 2002 çул тĕлне пухăннă пенси капиталĕ 10 : хăпарать, тата 1991 çулчченхи кашни ĕçленĕ çулшăн 1-ер процент хутшăнать.

— Çак механизм камсене пырса тивет?

— Камăн 2002 çулччен ĕçленĕ стаж пур, çак йĕрке пурне те пырса тивет. Уйрăмах валоризаци йĕркипе Совет влаçĕ вăхăтĕнче нумай ĕçленĕ çынсен пенсийĕ ÿсĕ.

— Валоризаци пенсионерсене кăна мар, 2002 çулччен ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухма çул çитмен граждансене те пырса тивет. Енчен те вĕсен ĕç стажĕ 1991 çул хыççăнхи кăна пулсан, расчетлă пенси капиталĕ 10 процент ÿсет.

— Валоризациленĕ чух ĕç стажне миçе çул таран йышăнмалла тунă?

— Халĕ пенси капиталне шутланă чухне хĕрарăмсен чи пысăк стажĕ 40 çулпа, арçынсен 45 çулпа танлашать. Ватлăхра паракан пенсие çăмăллăхсемпе усă курса маларах тухнă граждансен хăш-пĕр категорийĕсемшĕн вара чи пысăк стаж тата сахалтарах. Калăпăр, пилĕк е ытларах ача çуратнă, вĕсене сакăр çула çитиччен пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсен — 35 çул, куç курманнипе 1 группăри (III степень) инвалидсен: арçынсен — 35 çул, хĕрарăмсен — 30 çул.

Валоризаци коэффициентне шутланă чух вара пĕтĕм ĕç стажне йышăнмалла тунă. Валоризаци йĕркипе 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи пенси ирĕк-не хакланă чухне стажа кĕртнĕ тапхăрсенех шута илеççĕ, анчах та ăна чикĕлемеççĕ.

Валоризаци пирки пенси капиталĕ мĕн чухлĕ ÿсесси ĕç стажĕнчен килет. Çавна май кашни çыннăн пенси хăпарни тĕрлĕрен пулать.

— Çитес çултан пенси мĕн чул хушăнассине пенсионер хăй тĕллĕн шутлама пултарать-и?

— Пенсионер 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçлемен пулсан, пенси мĕн чухлĕ ÿснине кăçалхи декабрь уйăхĕнче илекен ĕç пенсийĕн страховани пайне валоризаци проценчĕ çине хутласа шутлама пулать. Тĕслĕхрен, пенсионерăн 1991 çулчченхи ĕç стажĕ 46 çул та 1 уйăх. 2002 çул хыççăн ĕçлемен. 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче унăн ĕç пенсийĕн виçи 4482 тенкĕ, вăл шутра 2562 тенкĕ — тĕп пайĕ (декабрĕн 1-мĕшĕнчен ÿстернине шута илсе), 1920 тенкĕ — страховани пайĕ.

Валоризаци валли тулли 46 çул стажа тĕпе хураççĕ. Пенсин страховани пайĕ 1991 çулчченхи кашни çулталăкшăн 1-ер процент ÿстернипе 46 процент хăпарать тата 2002 çулччен ĕçле-нĕшĕн 10 процент пысăкланать — пĕтĕмĕшле хушăм 56 процентпа танлашать.

Халĕ çакна укçа çине куçаратпăр, пенсин страховани пайне валоризаци проценчĕ çине хутлатпăр — 1920 тенкĕ х 0,56 х1075 тенкĕ те 20 пус. Валоризаци тунă ÿсĕм — 1075 тенкĕ те 20 пус.

Çапла вара, пенсин пĕтĕмĕшле виçи 5557 тенкĕ те 20 пуспа танлашать, вăл шутра: 2562 тенки — пенсин тĕп пайĕ, 2995 тенкĕ те 20 пусĕ — страховани пайĕ.

Пенсионерăн 2002 çул хыççăн ĕçленĕшĕн страховани взносĕ пур пулсан е пенси виçине страховани туман тапхăрсемпе те шутланă пулсан — кăткăсрах. Кун пек чух валоризаци ÿсĕмне пĕлес тесен малтан 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи пенси капиталне валоризаци коэффициенчĕ çине хутламалла. Кайран ăна 2002 çултан пуçласа кăçалхи декабрь уйăхĕчченхи ĕç пенсийĕн страховани пайне индексациленĕ коэффициентсем чухлĕ ÿстермелле.

— Зоя Васильевна, Эсир страховани туман тапхăрсем çинчен асăнтăр. Мĕнле тапхăрсем вĕсем; Валоризаци ÿсĕмне кĕреççĕ-и?

— Страхованине кĕмен тапхăрсем шутне амăшĕ ачана çулталăк çурă тултаричччен ĕçре шутланса тăмасăр пăхнă тапхăр, 1-мĕш ушкăнри инвалидсене, сусăр ачана е 80 çула çитнĕ ватта пăхнă тапхăр, çар çыннисен мăшăрĕсем ĕçе вырнаçма май çук вырăнсенче пурăннă тата ытти хăш-пĕр тапхăрсем шутланаççĕ.

Пенси фондне страховани туман асăннă тапхăрсемшĕн хальхи вăхăтра патшалăх укçан саплаштарать. Çак йĕркепе ĕç пенсийĕн страховани пайĕ ÿсет. Валоризаци тунă чух ăна шута илмеççĕ.

— Валоризаци тунă чухне стажа мĕнле йĕркепе шутлаççĕ, тĕслĕхрен, Инçет Çурçĕрте ĕçленине?

— Расчетлă пенси капиталне палăртнă чух пĕтĕмĕшле ĕç стажне мĕнле йĕркепе усă курса шутланă, валоризаци тунă чухне те стажа çав йĕркепех шутлаççĕ. Калас пулать, хальхи вăхăтра пенси капиталне палăртнă чух Инçет Çурçĕрте ĕçленине икĕ тĕрлĕ илме пулать.1990 çулта йышăннă кивĕ саккунпа усă курсан, пĕр çулталăк ĕçлени çулталăк çурăпа танлашать, халĕ вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн — стажа календарлă кĕрет. Пенси капиталне çак саккунсен йĕркисемпе шутласа пăхаççĕ, хăш саккунпа пенсионерăн пенсийĕ пысăкрах пулать, çавна суйласа илсе пенси виçине палăртĕç.

— Килес çулта пулакан валоризаци пур пенси илекенсене те тивет-и?

— Килес çулхи валоризацине ĕç пенсийĕ илекенсем кăна тивĕçлĕ пулаççĕ — кунта ватлăхпа, инвалидлăхпа тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе ĕç пенсийĕ илекенсем кĕреççĕ. Çав шутра Пенси фондĕнче страховани пайне илекен çар пенсионерĕсем те. Валоризаци шучĕпе ĕç пенсийĕн страховани пайне ĕç стажне кура ÿстереççĕ. Социаллă пенсисене валоризаци тумаççĕ.

— Пенси прависене стажа кура çĕнĕрен хаклас тесен пенсионерăн заявлени çырса памалла?

— Пенси прависене çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен валоризацилессине пенси валли тăратнă хутсем тăрăх шутлаççĕ, ăна палăртма заявлени кирлĕ мар.

Енчен те пенсионерăн хăйĕн пенсине ÿстерме пулăшакан документсем пур пулсан, калăпăр, 1991 çулччен ĕçлени çинчен, çак хутсене Пенси фончĕн районти управленине çитерсе памалла, заявлени çырмалла. Енчен те вĕсене кăçал е 2010 çул вĕçлениччен çитерсен, валоризаци укçине саккун вăя кĕнĕ кунран (2010 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен) тытăнсах тÿлĕç, 2011 çулта çитерсен — заявлени панă хыççăнхи уйăхăн 1-мĕшĕнчен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика