07 ноября 2009 г.
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче уйрăм юрлакан солистсен хушшинче «Сентти» ятлă конкурс иртрĕ. Çак конкурса асăннă училищĕн 80 çулхи юбилейне халалланă. Унта пирĕн районти Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Ирина Макарова хутшăннă. Жюри членĕсем çамрăк артистсен сассисене, тумĕсене, сцена çинче хăйсене епле тытма пĕлнине тата ыттине те хак панă.
Ирина халăх умне икĕ юрăпа тухнă, музыка инструменчĕсемпе тата вĕсемсĕр юрланă. Пĕри Ф.Павлов кĕвĕленĕ юрă пулнă.
Çамрăк юрăç жюри членĕсен тата пухăннисен чĕрисене сассипе тыткăнланă, кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупнă. Пултаруллă та маттур хĕрача 4-мĕш вырăн йышăнса Чăваш Республикин Культура министерствин, «Тантăш» хаçат редакцийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна Диплом та парса чысланă. Сăмах май, Ирина мĕн пĕ чĕкренех чăваш юррисене юрлама юратать. Паянхи кун «Тевет» фольклор ушкăнне (ертÿçи амăшĕ — Татьяна Макарова-Шуряшкина) çÿрет.
Халĕ республикăра «Павлов кунĕсем» иртеççĕ. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче «Тевет» фольклор ушкăнĕ училище юбилейĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартĕ.
Иринăн амăшĕ те çамрăклах юрă-ташăпа туслă пулнă. Вăл Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренсе пĕтернĕ. «Уяв» ансамбльпе çĕршывăн тĕрлĕ хулисене çитнĕ.
Источник: "Каçал Ен"