07 ноября 2009 г.
Патшалăха шалти тата тулашри тăшмансенчен хÿтĕлес, çĕр-шывра преступлени çулне пÿлсе çирĕп йĕрке тăвас тĕллевпе Раççейре 1917 çулта милици органĕсене туса хунă. Хăйсене шанса панă функцисене пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕ паян та тĕплĕн пурнăçласа пырать. Çакăн пирки районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе, милици подполковникĕпе Г.Н.Кокшинпа уяв умĕнхи кунсенче калаçу пулчĕ.
— Геннадий Николаевич, иртнĕ 10 уйăхăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарсамăрччĕ. Преступленисене уçса парасси мĕнлерех шайра-ши?
— Юлашки çулсенчи кăтартусене танлаштарса пăхсан, районта преступноç шайĕ чакса пырать теме май пур. 2008 çулхи январь — октябрь уйăхĕсенче пурĕ 195 преступлени регистрациленĕ пулсан, кăçалхи çак тапхăрта 178 шута илнĕ. Преступленисене уçса парассин шайĕ пĕлтĕрхинчен 4 процент чакнă, 85,4 процентпа танлашнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ку кăтартăва лайăхлатасшăн. Çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем саккуна хирĕçле ĕçсем тăвасси ÿсни вĕсемпе ытларах ĕçлемеллине кăтартать. Ултавлă майпа çын пурлăхне хăйсен тума пăхакансем (мошенничество) йышланнă тăк, экономика преступленийĕсен шайĕ пĕчĕкрех пулни савăнтарать.
— Çапах та ялсенче выльăх-чĕрлĕх, хваттерсенчен тĕрлĕ пурлăх вăрласси пĕтмест-ха...
— Чăнах та, кунашкал тĕслĕхсем пур. Хваттерсенчен пурлăх вăрласси 7 факт ÿсрĕ. Район центрĕнчи Çурçĕр поселокĕнчи çуртран укçа, ылтăн япаласем çухалчĕç.Темиçе çул каялла Комсомольски, Кĕçĕн Каçал ялĕсенче çÿренĕ Андреев хушаматлă вăрă кăçал тепĕр хут пирĕн района куç хыврĕ. Çапах вăл йĕрке хуралçисен аллине лекрĕ, ăна тивĕçлĕ айăплав кĕтет. Пĕр ялта лашапа тихи çухалчĕç. Килтен видеомагнитофон вăрланă çул çитмен ачана вара психика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеççĕ, диагнозĕ çирĕпленсен ăна ирĕксĕрлесе сыватма тивет.
— Иртнĕ çулсенче район центрĕнче видеокамерăсем вырнаçтарчĕç. Çак техника преступленисене уçса пама пулăшать-и?
— Паллах пулăшать. Кунашкалли кăçал 2 ĕç пулнă. Тепĕр енчен, видеокамерăсем унта-кунта ларнине пĕлнипе граждансем хăйсене йĕркеллĕ тытма тăрăшаççĕ.
— Пурнăç, самана улшăннăçемĕн çынсен кăмăл-сипечĕ, тĕнче çине пăхасси те урăхланса пырать. Геннадий Николаевич, общественноçăн мĕнле «чирĕсем» пăшăрхантараççĕ Сире?
— Обществăра килĕшмен пулăмсем, юхăмсем яланах пулнă, пулаççĕ те ĕнтĕ. Чăвашсен çакăн пек ваттисен сăмахĕ пур: «Килти çÿп-çапа çын çине ан кăларăр». Ку каларăшра чăнлăхĕ те пур, анчах пĕр-пĕр усал ĕç сиксе тухсан ăна пытарма кирлĕ мар. Акă, нумаях пулмасть районти пĕр шкулта киревсĕр ĕç пулса иртнĕ. Учитель урокра ачана пуçĕнчен кĕнекепе çапнă. Дирекци вара ăна выговор панипех çырлахнă. Çак ĕç мана питĕ пăлхантарса ячĕ, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрне çыру çырма хистерĕ.
— Геннадий Николаевич, Эсир кăçал çур çул Чечняра пултăр. Унти лару-тăру халь еплерех, халăх йăлисем пирки те пĕлес килет...
— Февраль — июль уйăхĕсенче Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствин пĕрлештернĕ милици отрячĕпе Чечен республикинче пултăмăр. Мана çак отрядăн командирĕ пулма шанчĕç. Пирĕн шалти ĕçсен пайĕнчен манпа пĕрле Алексей Соловьев, Михаил Фролов сотрудниксем те хисеплĕ миссине пурнăçларĕç. Щелковски районти Червленная станицăра тăтăмăр. Унта 15 пин çын пурăнать. Пирĕн тĕллев çак пунктри обществăлла йĕркелĕхе упрасси, Терек юханшывĕ урлă хывнă кĕпере сыхласси, террорла ĕçсене хирĕç тăрасси пулнă. Тавах, эпир унтан пурте тĕрĕс-тĕкел, çухатусăр таврăнтăмăр.
Чечняна тухса кайичченех вырăнти халăхпа хамăра мĕнле тытмаллине тĕплĕ инструктаж пачĕç. Унта хĕрарăмĕсем çине тинкерсе пăхма, вĕсемпе юнашар тăрса сăмах пуçарма юрамасть. Çак Кавказ халăхĕн мана килĕшнĕ йăли — хĕрарăмсем, хĕрачасем умĕнче арçыннисем пĕр усал, киревсĕр сăмах та каламаççĕ. Пĕр ĕçех пурнăçланипе, чечен милиционерĕсемпе те час-часах хутшăнма тиветчĕ. Кухнине илес пулсан, унти халăх ытларах какай çиет, пăрăçпа, приправăсемпе нумай усă кураççĕ.
— Геннадий Николаевич, Сирĕн икĕ ывăл çитĕнет терĕр. Ÿссе çитĕнсен Эсир вĕсене мĕнле ĕçре курасшăн?
— Асли, Дима, Санкт-Петербургри çар училищинче 3-мĕш курсра пĕлÿ пухать. Кĕçĕнни 14 çулта çеç-ха, шкулта вĕренет. Амăшĕпе иксĕмĕрĕн тĕллев – вĕсене сывă та тĕрĕс-тĕкел ÿстересси, воспитанипе пĕлÿ парасси. Мĕнле пурăнассипе ăçта ĕçлессине вара хăйсем суйласа илччĕр.
— Уяв умĕн сотрудниксене, шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене мĕн сунатăр?
— Хамăрăн ĕçченсене, ветерансене Милици кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, пурне те чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, хастарлăх сунатăп. Предприяти-организацисен руководителĕсене, район администрацине килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ калатăп. Район çыннисене вара яланах сыхă, тирпейлĕ пулма, пирĕнпе тачă çыхăну тытма сĕнетĕп.
Источник: "Каçал Ен"