03 ноября 2009 г.
Аслă Чурачăк ялĕнчи Юрий Николаевич Григорьев пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çулсерен вырмара ĕçленĕ. Тетĕшĕ, Александр, ăста тракторист, комбайнер. Унтан тĕслĕх илсе ÿснĕ пулĕ. Техникăна юратаканскер, шкул пĕтерсен те унран уйрăлман. «Заветы Ильича» (халĕ «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ) колхозра комбайнерта, трактористра чылай çул тăрăшнă. Кирек мĕнле техникăпа ĕçле- сен те тирпейлĕхпе палăрса тăнă.
Мĕн пĕчĕкрен яваплăха туйнă вăл. Юсавлă тракторпа çеç çула тухнă, комбайнпа хирте тырă пĕр кăлтăксăр вырнă. Мĕншĕн иртнĕ кунсем пирки çеç çыратăп-ха? «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн правленийĕ ăна 1994 çулта склад заведующийĕ пулма шаннă. Унта ĕçленĕ вăхăтрах вăл хуçалăхри хĕрÿ тапхăрсенче техника çине те ларать. Хуçалăхра ырă енчен çеç палăрса тăрать.
Хирте, машинăпа трактор паркĕнче ĕçленипе çеç мар, килти хушма хуçалăх та тытаççĕ. Мăшăрĕпе, Людмила Витальевнăпа, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Унта та, кунта та ĕлкĕрмелле. Григорьевсем ĕлкĕреççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ таран апат хатĕрлеççĕ. Выльăхсем самăр, ĕни сĕт аван антарать. Çавăн пек çынсем ялта пулсан, унăн малашлăхĕ пур тесех калас килет.
Источник: "Каçал Ен"