03 ноября 2009 г.
«Слава» ЯХПК, икĕ çул каялла кăшт çеç панкрута тухманскер, банксене мĕн пур парăма тÿлесе татнă. Кăçал кашни гектартан 30 центнер тырă, 183 центнер çĕр улми туса илнĕ, ăнăçлă аталанакан хуçалăхсен ретне тăнă. Унччен «Россия» колхоза вунă çул ытла ăнăçлă ертсе пынă Е.И.Карпеев, чылайранпа Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи пур енчен те кăтартуллă райпо Канашĕн председателĕ, асăннă хуçалăх никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Слава» кооператив йывăр лару-тăрăва лекнине лайăх пĕлнĕ. Ентешĕсем пулăшма ыйтсан хирĕçлемен: хуçалăха çăлса хăварас ĕçе кÿлĕннĕ. Икĕ çул иртнĕ хыççăн опытлă ертÿçĕн хăюллă утăмĕ мĕн тери вăхăтлă пулнине пурте ĕненчĕç.
— «Слава» чĕрĕлÿ çулĕ çинче çирĕп тăнинче манăн тÿпе кăна мар,— кашни сăмаха шухăшласа калать Евгений Иванович. — Ĕç ÿсĕмĕ — райпопа ял хуçалăх производство кооперативĕ пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçленинче. Колхозăн (кооператив хăй те пĕрлешÿ пулнăран, ятне ылмашăвĕ ниме те пĕлтерменрен халăхра хăнăхнă йăлапа çаплах калаççĕ) сăвакан ĕнисене банкран илнĕ кивçеншĕн «арестлеме тата сутма пултараççĕ» текен сăмах тухсан райпо укçипе туяннă пекех пулчĕ. Малтанхи çул ака-сухара, вăрлăх туяннă чухне сахал мар тăкак тÿсрĕмĕр.
Эпĕ тăван ял-йыша, вĕсем мана тата райпо ĕçченĕсене çур сăмахранах ăнланни йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме пулăшрĕ. Чылай хресчен шалу çителĕклĕ илейменрен пуçлăхсене шанма пăрахнăччĕ. Икĕ коллектив хутшăнăвĕсем йĕркеленсен хавхаланса вăй хума тытăнчĕç. Тăрăшсан ырă улшăнусем пулаççех.
— «Слава» хуçалăхри ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллаштарсамăр.
— Кăçал шăрăх та типĕ тăчĕ пулсан та пĕлтĕрхинчен ытларах тухăç илме пултарни хăйех çитĕнÿ. Çакă акана вăхăтра ирттернинчен, органика тата минерал удобренийĕсемпе тĕрĕс усă курса çĕр пулăхне çĕнетнинчен, çум курăкпа чир-чĕре хирĕç вăхăтра кĕрешнинчен килчĕ. Хуçалăх машинисемпе пĕрле райпо тракторĕсем, транспорт хатĕрĕ тухăçлă ĕçлерĕç. Çĕр улмине икĕ коллектив пĕрле пуçтарчĕ.
Фермăра сысна йышĕ икĕ хута яхăн ÿсрĕ. Аш-какай туса илессипе, сĕт сăвассипе малтисен шайне çитсе пыратпăр. Ферма территорийĕнче тирпейлĕ, таса. Йĕрке çирĕп. «Пирĕн начар ĕçлеме юрамасть»,— тенине илтетпĕр. Кашниех пуçарулăхпа хастарлăх кăтартасшăн, перекетлĕх пирки шухăшлать. Ферма ĕçченĕсем сĕннипе сысна вити тăррине юсанă чух унта-кунта йăваланса выртнă металл пичкисене çурмаран касса вырнаçтартăмăр. Территорие мачча вырăнне усă курнă тимĕр-бетон плитасемпе пÿлтĕмĕр. Пушă тăнă сарайне тĕпрен юсаса выльăх пусмалли пункт йĕркелерĕмĕр. Специалистсен пÿлĕмĕсенче евроюсав туни, шывпа канализаци тытăмĕ талăкĕпех ĕçлени пурне те савăнтарать. Пĕр кун сиктерменнисем тулли ĕç укçи, премипе хушма тÿлев илеççĕ.
Икĕ еншĕн те усăллă
— Евгений Иванович, колхоза туртса пыни райпошăн тăкаклă мар-и?
— Туслăхпа килĕштерÿ икĕ еншĕн те аван. Çунтармалли-сĕрмелли материала райпо урлă курттăммăн туянни хуçалăха 500 пин тенкĕ перекетлеме май пачĕ. Хăш-пĕр кооператив çулталăкра та çавăн чухлĕ услам илеймест. Ытлашши утă-улăма райпо урлă сутнинчен «Слава» кассине пĕр миллион тенкĕ кĕчĕ. Ăна пайçăсемпе ял халăхне килех леçсе патăмăр, нумай тав сăмахĕ илтрĕмĕр. Тырра, аш-какайпа сĕте райпо вырăнтах туянса лавккасенче е яланхи партнерсене сутни икĕ еншĕн те усăллă. Колхозăн парăм çук.
Райпо пирки ыррине çеç каламалла. Тавар çаврăнăшĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен чылаях ÿсрĕ. Виçĕ лавккана тĕпрен юсанă. Шалу кăштах хушăнчĕ. Предприяти — Чăвашпотребсоюзра малтисенчен пĕри.
— Апла экономика кризисĕ сирĕншĕн сисĕнсех каймасть?
— Хăй çинчен кашни утăмрах систерет-ха. Анчах пуçаруллисем, хастаррисем финанспа экономикăри йывăрлăха хăйсем парăнтараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"