АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура – хисепĕ

03 ноября 2009 г.

 

Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче хастар та маттур ĕçченсем вăй хураççĕ. Çакна ĕç кал-кал пыни, тухăç пысăк пулни çирĕплетет. Кăçал фермер хуçалăхĕ 650 гектар çинче тĕштырă çитĕнтернĕ, вăтамран кашни гектартан 36 центнера яхăн тухăç илнĕ. Çĕр улми те япăх мар çитĕннĕ вĕсен. Пурĕ 1820 тонна пуçтарса илнĕ, кашни гектартан 202,4 центнер тухăç пулнă. Кĕрхи ĕçсене кунта вăхăтра вĕçленĕ, çĕре сухаланă, кĕрхи культурăсене акса хăварнă. Техника юсавлă пулни те ĕçе вăхăтра пурнăçлама май парать. Хуçалăхри ĕçченсем пур çĕрте те тăрăшуллă, ÿркенмеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, çуллахи вăхăтра вĕсем тĕштырра икĕ сменăпа та алланă. Кунта хĕрарăмсем те, арçынсем те тăрăшнă. Ĕçе пĕрле килĕштерсе пурнăçласан, ÿсĕм те курăнать. Акă, В.И.Пундяков тĕп инженер, Г.В.Митюков тĕп механик, С.И. Прохоров оператор йĕтем çинче ĕçленĕ. Кунти аллакан техникăна вĕсем яланах юсавлă тытаççĕ. Çийĕнчех тÿрлетеççĕ, ĕçе кĕртеççĕ. Кунта арçынсем чылайранпа тăрăшаççĕ. Ĕçе пĕлсе, вăхăтра тунăран вĕсене пурте хисеплеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика