АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право пĕлĕвĕсен кунĕ иртрĕ

03 ноября 2009 г.

 

Октябрĕн 29-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра право пĕлĕвĕсен кунĕ пулса иртрĕ. Асăннă кунхине Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 10-мĕш «а» класĕнче вĕренекенсем (класс ертÿçи — В.Г.Гордеев) районти тĕп библиотекăна пухăнчĕç. Чи малтанах унта библиотека ĕçченĕсем право пĕлĕвĕсене пĕлмелли тата вĕсемпе еплерех усă курмалли çинчен чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех ачасем умĕнче районта çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин ответлă секретарĕ Л.М.Пушкина тухса калаçрĕ. Вăл Уголовлă кодексăн хăш-пĕр статйисемпе паллаштарчĕ. Ирĕксене пĕлни, паллах, ачасене питех те кирлĕ. Каярахпа çак тĕл пулăва йĕркелекенсем право ыйтăвĕсемпе çыхăннă «Шаг в сторону закона» вăйă ирттерчĕç. Унта икĕ команда хутшăнчĕ. Ачасем вăйăсенче хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартрĕç, ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика