03 ноября 2009 г.
Ял хуçалăх ĕçченĕшĕн кирек хăш çул та çăмăл килмен. Типĕ çанталăк тăрать е çумăр уйăхĕпех лÿшкет. Апла пулин те пуç усмасăр тăрăшать вăл. Кăçал çут çанталăк çĕр ĕçченне питех савăнтармарĕ. Çапах та япăх мар тухăç илчĕç. «Комсомольская агропромхимия» УАО вăйĕпе 2008 çулта 497 гектар çине известь, 496 гектар çине кали, 281 гектар çине фосфор çăнăхĕ сапса хăварнăччĕ. Сухалакан çĕрсен 80 процентĕнче кĕрхи çĕртме тунăччĕ. Хуçалăхсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен пахалăхлă ял хуçалăх техники 115 миллион тенкĕлĕх туяннă. 25 миллион тенкĕлĕх (2400 тонна) удобрени хывса хăварнăччĕ. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, çумкурăкран, чир-чĕртен 15 миллион тенкĕлĕх наркăмăшлă имçам сапнăччĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен вăрлăхĕн 90 проценчĕ, çĕр улмин пĕтĕм калăпăшĕ пахалăх енчен тивĕçтернĕ, çĕнĕ йышшисем те илсе килнĕ. Хуçалăх ертÿçисемпе яваплă специалист, механизаторсем, уйрăм ĕçченсем уй-хирти ĕçсене пĕлсе те кирлĕ вăхăтра пурнăçланă. Çаксем пурте тухăç çине витĕм кÿчĕç. Кăçал ампар виçипе шутласан 35637 тонна е пĕлтĕрхинчен 3770 тонна ытларах тырă туса илнĕ. Кашни гектар пуçне шутласан 26,9 центнерпа танлашать. Кунашкал кăтарту 1997 çултанпа пулманччĕ-ха. Эпир республика шайĕнче те чи малти. Уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсемпе, фермер хуçалăхĕсемпе илсен Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ (кашни гектартан 35,7 центнер) тата «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ (35,2 центнер) палăрса тăраççĕ. Кашни гектартан 30 центнер ытла тырпул туса илнисем: «Слава картофелю» агрофирма, «Слава» ЯХПК, «Дубовка» ООО. Çулсеренех тĕш-тырăна «Труд», «Восток», «Заря» ял хуçалăх кооперативĕсенче, «Искра», «Урожай» колхозсенче, «Золотой колос», «Кызыл сабанча», Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче агротехникăна кирлĕ пек пăхăнса çитĕнтереççĕ, япăх мар тухăç илеççĕ. Бригадăсенчен илсен чи пысăк кăтартăва «Урожай» колхозри С.В.Улжусева ертсе пыракан 2-мĕш уй-хир бригади чи пысăк çитĕнÿ тунă. Унти ĕçченсем кашни гектартан 37,1 центнер тырă пухса илнĕ.
Çĕр улмипе уйрăмах тимлĕ ĕçлекенсем пирĕн районти пеккисем республикăра çук тесен те тĕрĕсех. Хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăр» туса илмелли паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен 14 комплект пур. Кăçал уй-хирте çĕр улми пуçтаракан 29 комбайн ĕçлерĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче района туса хунăранпа та кăçалхи чухлĕ «иккĕмĕш çăкăр» ÿстермен. Ăна 2355 гектар лартса çитĕнтернĕ. Шел, нÿрĕк çитменнине пула тухăç иртнĕ çулхинчен сахалрах илтĕмĕр. Ытти çулсенчи пекех, «иккĕмĕш çăкăр» туса илес енĕпе районта та, республикăра та «Слава» картофелю» агрофирма палăрса тăрать. Çĕр улмин районти пĕтĕм калăпăшĕн 21 процентне, республикăрин 6 процентне вăл туса илет. Унăн пурлăх бази те пуян. Çывăх вăхăтра районти «Сельхозтехника» предприятире çĕр улми тата пахча-çимĕçсене тирпейлемелли завод тума пуçласшăн. Унăн смета хакĕ 400 миллион тенкĕ пулмалла. Çакă районшăн та, республикăшăн та паха пуласса шанма пулать.
Районĕпе илсен «иккĕмĕш çăкăр» кашни гектар пуçне 177 центнер тухнă. Чи пысăк тухăç каллех «Урожай» колхозри С.В.Улжусева бригадинче (38,4 центнер).
Нÿрĕк çитменни пахча-çи-мĕçсене те витĕм кÿчĕ. Пĕлтĕрхинчен вĕсене 590 тонна сахалрах пуçтарса кĕртнĕ. Пахча-çимĕçпе «Агрофирма Комсомольские овощи» ООО аван ĕçленине палăртмалла. М.Г.Шарафутдинов ертсе пынипе унта 37 гектар çинчен 1500 тонна пахча-çимĕç пуçтарса илчĕç. Кăçал 800 тонна пахчаçимĕç вырнаçмалăх, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен хранилищĕне хута янă.
Çанталăк условийĕсем япăх пулсан та, районти çĕр ĕçченĕсем начар мар ĕçленĕ. Уяв кунĕнче вĕсен ячĕсене асăнмаллах. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнчи Н.В.Биктимиров, «Дружба», «Рассвет», «Труд», «Восток» ял хуçалăх кооперативĕсенчи Р.М.Ялаков, М.А.Муллин, М.М.Алимов, С.В.Хлебников, «Урожай» колхозри П.А. Степанов механизаторсем чыс-хисепе тивĕçлĕ. Ун пеккисем татах та пур. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн.
«Дружба» хуçалăхри Ф.Ш.Халитов, «Урожай» тата «Искра» колхозсенчи И.М.Юсупов, Н.Г.Кошкин та ĕçре хастар.
Техника мĕнле ĕçлени тĕп инженерсенчен нумай килет. Ш.Ш.Гимальдинов («Труд»), В.И.Макаров («Луч») уйрăмах тăрăшуллă. Вĕсем ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлеççĕ.
Вăрлăх пахалăхĕшĕн, агротехника ĕçне пĕлсе пурнăçлассишĕн тĕп агрономсем яваплă. Ку енĕпе «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнчи А.Н.Игнатьев, «Слава картофелю» агрофирмăри А.В.Селиванов палăрса тăраççĕ, тăрăшулăхне кура çулсеренех уй-хиртен пысăк тухăç илеççĕ.
Ял хуçалăх производствинче ăста ертÿçĕсем те кирлĕ. А.Н.Ершов («Урожай»), В.П.Николаев («Труд»), М.Г.Шарафутдинов («Кызыл сабанча»), Н.М.Копташкин («Асаново»), М.Р. Минатуллин нумай çул хуçалăхсене ертсе пыраççĕ. Уй-хиртен те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен те пысăк тупăш илеççĕ. Ертÿçĕсем пирки сăмах пуçарсан, çамрăкраххисене те асăнса хăвармалла. Вĕсене çамрăк теме те çук, ĕç опычĕ пысăк. Район, республика шайĕнче вĕсем ертсе пыракан хуçалăхсем лайăххисен шутĕнче. М.Р.Афанасьев («Рассвет») çĕр улмипе те, тĕштырăпа та, выльăх-чĕрлĕхпе те ăнăçлă ĕçлет. «Слава картофелю» агрофирма çитĕнÿсем тунинче Х.С.Идиатуллинăн тÿпи пысăк. В.Г.Михеев («Восток»), Р.М.Мансуров («Дружба») председательсем пирки те ыррине çеç каламалла.
Кăçалхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ. Кĕрхи çĕртме туса хăварнă, 6 пин гектара яхăн кĕр тыррисем акнă. Хăш-пĕр хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăр» уйне кали çăнăхĕ сапнă. Çитес çул акма вăрлăх хатĕрлеççĕ. 61 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. «Комсомольскагропромхимия» УАО вăйĕпе известь, фосфор, кали çăнăхĕсем хывнă. Ку ĕçе М.А.Хайртдинов аван йĕркелесе пырать. Районти хирсенче ку енĕпе асăннă акционерлă обществăн механизаторĕсем В.В.Алямшин, В.Е.Кокарев, С.В.Дряблов, И.Ю.Семенов тăрăшуллă пулнă.
Уй-хирте çеç мар, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те пултаруллă пирĕн ĕçченсем. Сĕт, аш-какай туса илессипе эпир республика шайĕнче малти вырăнсенче пыратпăр. Кăçалхи 9 уйăхра 9306 центнер аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе уйрăмах «Искра», «Труд», «Восток», «Асаново», «Изамбаево», «Заря», «Урожай», «Пайгас», «Родина», «Сюрбеево», Атласкинăн хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçленĕ. Районĕпе 81412 центнер сĕт туса илнĕ. Ку пĕлтĕрхи 9 уйăхринчен 6,9 процент ытларах пулнă. Сăвăма 21 хуçалăхра ÿстернĕ. «Рассвет» ял хуçалăх коооперативĕ кашни ĕне пуçне 5312 килограмм сĕт суса илнĕ. «Искра», «Восток», «Асаново», «Пайгас», «Родина», «Сюрбеево», Алякинăн фермер хуçалăхĕсенчи ĕнесем 4 пин килограмм ытла сĕт антарнă.
Хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 6773 пуç, вăл шутран 2225 ĕне. 4270 пуç сысна пур. Выльăхсем «Урожай» колхозра, «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнче ытларах тытаççĕ.
Районти ял хуçалăх ĕçченĕсем темĕнле йывăр лару-тăру пулсан та пуçĕсене усмаççĕ. Малашне те вĕсене ăнăçу сунатăп. Сирте вăй-хал тапса тăтăр. Район çыннисене ял хуçалăх ĕçченĕсен тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Источник: "Каçал Ен"