АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулли кăмăлпа таврăнчĕç

31 октября 2009 г.

 

Кăçал чăвашсен паллă поэчĕ Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнă пирки хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак ятпа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш чĕлхине юратакан ачасен пĕр ушăкăнĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялне çул тытрĕ. Ку экскурсие чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Антонина Викторовна Прокопьева йĕркелерĕ.

Поэт çуралнă ялта ачасем малтанах Çеçпĕл Мишши музейĕнче пулса курчĕç. Вĕсем унти экспонатсемпе интересленсе паллашрĕç, çĕннине пĕлчĕç. Вĕренекенсем нумай сăн ÿкерчĕк турĕç. Ачасен вĕсемпе малашне презентацисем тунă çĕрте усă курма май пулĕ.

Çавăн пекех вĕренекенсем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ паркра Çеçпĕл палăкĕ умĕнче пулчĕç, ăна пуç тайрĕç. Аслă поэтăн тăван килĕ вырăнне çитсе килчĕç. Çапла вара мемориал комплексĕпе туллин паллашрĕç. Çав хушăрах «Тантăш» хаçатран килнĕ корреспондентпа тĕл пулчĕç, интервью та пачĕç.

Экскурси пурне те килĕшрĕ. Унта кайнă ачасем «Каçал енре» пичетленĕ викторина ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем тупрĕç, унта активлă хутшăнма тĕв турĕç.

Çеçпĕл Мишшине асăнса шкулта палăртнă мероприятисем малалла пыраççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика