31 октября 2009 г.
Пирĕн çĕршывра час-часах тĕрлĕрен суйлавсем иртеççĕ. Раççей халăхĕ вырăнти, субъектсен тата федераци шайĕнчи депутатсене, кашни тăватă çулта вара патшалăх ертÿçине — президента — суйлама васкать. Мăн çынсем çакнашкал лару-тăрăва хăнăхса çитнĕ те ĕнтĕ. Анчах çитĕнсе пыракан çамрăксем, çав шутра, паллах, шкул ачисем те, суйлав мĕн иккенне чухласах каймаççĕ тесен те тĕрĕс пулĕ.
Ачасен тавракурăмне анлăлатас тĕллевпе иртнĕ эрнере Хыр-хĕрри тĕп шкулĕнче пысăк мероприяти иртрĕ. Ăна «Кĕтне президенчĕн» суйлавĕ» тесе ят панă. 7—9-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен йышĕнчен çак «çĕршывăн» президенчĕ пулма кандидатсем тăратрĕç. Вĕсем: Снежана Морозова, Александра Федорова, Илья Ятманов. Кандидатсенчен кашниех суйлав программи çырса хатĕрлерĕ. Вĕсене шаннă çыннисем пулăшса пычĕç. Суйлав умĕнхи штабсенче тĕрлĕрен плакатсем, агитаци хучĕсем çырса хатĕрлерĕç. Хутсене тĕрлĕ сăрăсемпе е компьютерпа илемлетрĕç. Кĕçех çамрăк «суйлавçăсем» вĕсемпе шкул коридорĕнче паллашма пултарчĕç. Пĕр кунхине вара кандидатсем суйлавçăсемпе пресс-конференци ирттерчĕç. Малтан кашни кандидат хăйĕн суйлав программипе паллаштарчĕ. Каярахпа вĕсем суйлавçăсене кăсăклантаракан ыйтусене татăклă хуравсем пачĕç.
Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕ — суйлав кунĕ. Унта тăхăр çултан иртнĕ шкул ачисем хутшăнма пултарчĕç. Улттăмĕш урок хыççăн «суйлавçăсем» истори кабинетне çул тытрĕç. Кунта суйлав комиссийĕ ĕçе пуçăннă та иккен. Хăйсем хатĕрленĕ «Суйлавçăсен журналĕ» тăрăх вĕсем кашнине паллă туса пычĕç, маларах хатĕрленĕ «бюллетеньсене» парса тăчĕç. Суйлавçăсем вĕсене хăйсен кăмăлне кайнă çынна палăртса урнăна ярса пычĕç.
Сасăлав вĕçленнĕ хыççăн суйлав комиссийĕ бюллетенсене шутлама пикенчĕ. Ытларах сасă пухса 9-мĕш класра вĕренекен Илья Ятманов «Кĕтне президенчĕ» ята çĕнсе илме пултарчĕ. Кĕçех ăна «президент портфелĕ» парса саламларĕç, ачасем алă çупса ăнăçу сунчĕç. Вăйăра хастар хутшăннă ачасене дирекци грамотăсем парса чыс турĕ.
Вăйă иртнĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: ачасем хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама пултараççĕ. Апла тăк, пирĕн пуласлăх шанчăклă алăра тесен пĕрре те йăнăш пулмасть.
Источник: "Каçал Ен"