АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын ĕçпе илемлĕ

31 октября 2009 г.

 

«Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр»,— тенĕ ваттисем. Çакна асра тытса мĕн пĕчĕкрен ырми-канми тăрăшса малалла ăнтăлнă З.А.Коротина. Вăл 36 çул ытла Комсомольски райпо тытăмĕнче тăрăшать. Зоя Алексеевна çынна ăнланма, кирлĕ вăхăтра пулăшу пама пултарнипе, хăйĕн ырă ĕçĕсемпе, тăрăшулăхĕпе ял-йышра, коллективра хисепе тивĕçнĕ.

Зоя 1954 çулта çуралнă. Тăватă ачаран асли пулнă вăл. Вĕсене амăшĕ мĕн пĕчĕкренех кирек мĕнле ĕçе те юратса тума, ĕçре савăнăç, телей тупма вĕрентсе ÿстернĕ. Хĕр чăтăмлă, ĕçчен, вашават пулма ачаранах хăнăхса ÿснĕ. Ашшĕпе амă-шĕнченех куçрĕ-тĕр çакă. Вĕсем, вĕри те лара-тăра пĕлменскерсем, кăвак çутă килсенех картишĕнче кăштăртатнă, каярахпа колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Пуриншĕн те тĕслĕх пулнă. Зоя та яланах хуçалăхра амăшне пулăшма тăрăшнă, аслисемпе юнашар тăрса пĕтĕм ĕçе тунă.

Шкулта хĕр ача тăрăшса вĕреннĕ, математика, вырăс тата чăваш чĕлхи предмечĕсемпе тарăн пĕлÿ илме ăнтăлнă. Тĕрлĕрен кружоксене, секцисене çÿреме те ÿркенмен. «Пирĕн вăхăтри кашни ачан ĕмĕчĕ – малалла вĕренме кайса аслă пĕлÿ илесси пулнă. Ăс-тăна ÿстерес тесе библиотекăри кĕнекесене те юратса вулаттăмччĕ»,— аса илчĕ Зоя Алексеевна.

Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн тĕп хуламăрти бухгалтерсен 10 уйăхлă курсне вĕренсе тухать. Ас тăвать-ха, Зоя Алексеевна, хăйĕн ĕçĕнчи пĕрремĕш утăмĕсене. «Манпа юнашар маттур та ăнланакан ĕçтешсем пулнă. Хамран аслăраххисенчен пĕчĕккĕн вĕренсе пытăм. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ бухгалтер ĕçĕ мĕнле йывăрри. Хальхи пек, компьютерсем те пулман. Отчетсене шут шăрçипе шутласа тунă. Халĕ пирĕн ĕçре çăмăллăхсем пурах»,— терĕ опытлă бухгалтер. Çапла, 36 çул пĕр тытăмра ĕçлет Зоя Алексеевна. Паянхи кун вăл — районти райпо тытăмĕнчи тĕп бухгалтерăн çумĕ.Унăн ăсталăхĕ те, опычĕ те кунран-кун ÿссех пырать. Пĕрле, пĕр шухăшпа ĕçлесен çеç пурнăçри çивĕч ыйтусене татса пама пулать.

1975 çулта Зоя Алексеевна Николай Александровичпа пĕр çемье çавăрнă.Туслă та ĕçчен мăшăр 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Сăмах май, кил хуçи те 19 çул ытла райпо тытăмĕнче тăрăшать. Коротинсем тивĕçлипех ачисемпе мухтанма пултараççĕ. Сергей — Çĕмĕрлери шалти ĕçсен пайĕнчи штаб начальникĕ. Вăл — милици подполковникĕ. Ĕçтешĕсем те ун çинчен ырăпа кăна калаççĕ. Хĕрĕ — Оля та хăйĕн пурнăç çулне милици службипе çыхăнтарнă. Вăл районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлет. Надя вара — Шупашкарти коопераци институчĕн 4-мĕш курс студентки, юрист пулма ĕмĕтленет. Ачисем тăтăшах ашшĕпе амăшĕ патне килсе çÿреме тăрăшаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ.

Зоя Алексеевнăн Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Райпо тытăмĕнче чылай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, пысăк тÿпе хывнăшăн З.А.Коротинăна 2003 çулта «Раççей Федерацийĕн Потребкоопераци ветеранĕ» хисеплĕ ята парса чысланă. Пултаруллă та маттур хĕрарăмăн кăкрине паллăсем те илем кÿреççĕ. Çакă ăна татах та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хăват парать. Çамрăксене те вăл яланах сĕнÿ-канашпа пулăшма хатĕр. Нумай çынна бухгалтер ĕçне хăнăхтарнă.

Иртнĕ кунсенче З.Коротина хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Тус-тăванĕсем, кÿршĕ-аршă кĕрекене ларса ăна çак уявпа саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Хăйĕн пурнăçĕнче мĕн чухлĕ ырă ĕç туман-ши Зоя Алексеевна! Çамрăксемпе çамрăк пек, ватăсемпе ватă пек калаçать, пурин валли те вăхăт тупма тăрăшать вăл.

— Ăраскал тени вăл — хăйсен çумĕнче, пурин телейĕ — ал тупанĕнче. Манăн тăватă мăнук. Çумра савнă мăшăр, хам çуратнă ачасем. Килĕшекен ĕç. Çакă мар-ши хĕрарăмшăн телей?.. — тет вăл.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика