АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх ытла та хитре-çке!

31 октября 2009 г.

 

Çамрăксем пултаруллă пулнишĕн савăнатăп. Кам юрлама, тепри ташлама, виççĕмĕшĕ ÿкерме ăста. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илмелли те пурах. Катерина Свинина сăн ÿкерчĕксем тума кăмăллать. Вăл уншăн чăн-чăн чун киленĕçĕ пулнине хĕр пытармасть. «Çут тĕнчере пулса иртекен кашни саманта, тавралăха, чĕрчунсене, çынсене ÿкерес килет. Эпĕ ăна чун ыйтнине пурнăçлатăп. Кашни ÿкерчĕк маншăн темрен хаклă. Унта вăрттăнлăх, илемлĕх, чĕрченлĕх... Епле хитре вăл тĕнче, анчах та çакна пурте тивĕçлипе хаклама пĕлместпĕр»,— тет Катерина.

Катя 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне пуçласа пĕрремĕш сăн ÿкерчĕк тунине халĕ те ас тăвать. Ашшĕпе амăшĕ Çĕнĕ çул уявĕнче Хĕл мучи парни тесе елка айне фотоаппарат хунă. Ун хыççăн пуçланнă та хобби. Фотоаппарат пленкăпа пулнă май, Катя уйăхра вĕсене темиçе те пĕтернĕ. Ашшĕпе амăшĕ кăмăлсăрланни те пулнă иккен. Анчах та çамрăк хăй калăпланă сăн ÿкерчĕксемпе киленнĕ. Савăнăçне çывăх çыннисемпе, юлташĕсемпе пайланă. Техника çĕнелсе пынă май, Катя çĕнĕ йышши цифра фотоаппарачĕ пирки ĕмĕтленнĕ. Унпа çав тери меллĕ пулнине вăл телевизорпа чылай курнă. Фотожурналистсен аллинче çав-çке. Ашшĕпе амăшĕ хĕре нумай кĕттермен, çĕнĕ йышши фотоаппарат туянса та панă. «Уншăн чунтан хĕпĕртерĕм. Малашне темĕн чухлех сăн ÿкерчĕк калăплама пулать-çке. Пленка та текех кирлĕ мар, тÿрех компьютер çине куçарма, хак пама пулать». Унтанпа Катерина пин-пин фотографи тунă. Вĕсем пурте упранаççĕ. Хĕр фотоаппарата хăйĕнчен самантлăха та хăвармасть. Урамра уçăлса çÿрет-и, вăрманта канаççĕ-и, пулла каять-и, шыва кĕрет-и — вăл яланах çумра. Тĕлĕнмелле сăн ÿкерчĕксем тума пултарнине аслисем хăйсен куçĕпе хакларĕç. Катерина Свининăн районти «Çĕр тата çынсем» музейра сăн ÿкерчĕксен «Мир вокруг нас» куравĕ уçăлчĕ. Ун пирки тахçантанпах ĕмĕтленнĕ. Хĕрачашăн вăл пурнăçри чи пысăк пĕрремĕш утăм тесе калас килет. Курав октябрĕн 28-мĕшĕнче уçăлчĕ. Çамрăк фотографа район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ В.С.Васильев саламларĕ: «Маттур! Сăн ÿкерчĕксене чăнах та пысăк хак паратăп. Пĕр-пĕр профессионал калăпланă пекех туйăнать. Районта çамрăк талант çуралчĕ. Эпир савăнатпăр, Каçал тăрăхĕ пултаруллă çынсемсĕр мар. Çак курав санăн пурнăçра пĕрремĕш çеç ан пултăр, малашне вĕсем район, республика, тĕнче шайĕнче татах та пулччăр. Ытти çамрăксем санран тĕслĕх илччĕр. Сăн ÿкерчĕксенче çут çанталăк илемĕ уççăн курăнать, санăн фантази çав тери пуян, пысăк пулни сăн ÿкерчĕксенчен паллă. Ăнăçу сана!». Исскуство шкулĕн ертÿçи Ф.А. Гибатдинов çамрăк талантăн сăн ÿкерчĕкĕсене çÿллĕ шайра хакларĕ. «Санран чăн-чăн профессионал пулас шанчăк пур. Хăвăн ăсталăхна ÿстер, тавракурăмна анлăлат. Вĕрен, çитĕнÿсем çинче чарăнса ан тăр, çĕннине алла ил, çÿлтен çÿле хăпар»,— терĕ вăл. Куравра Катеринăн 26 ĕçĕпе паллашма пулать. Кунта чи лайăххисене, илĕртÿллисене суйласа илнĕ. Кăмăл пулсан «Çĕр тата çынсем» музея çеç çитмелле. Курав декабрь уйăхĕчченех ĕçлет.

— Катя, курав уçăлни санăн пĕрремĕш утăмсенчен пĕри, малашнехи тĕллевсем пур-и?

— Пурнăçра кашни çыннăн тĕллев пулмаллах. Унсăрăн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме йывăртарах. Анчах та пĕччен пур ĕçе те тăваймăн. Кунта аттепе анне, юлташсем, тăвансем, пĕлĕшсем, вĕрентекенсем пулăшса пыни питех те курăмлă. Сăмахран, курава уçма пулăшнăшăн чи малтан культура пайĕн пуçлăхне, музей ĕçченĕсене, аттепе аннене чĕререн тав тăватăп. Вĕсем мана пулăшса пычĕç, сĕнÿ-канашсем пачĕç.

Малашне те ку ĕçе пăрахас килмест, тен, профессие те унпах çыхăнтарăп. Паянлăха вăл вăрттăнлăх пултăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика