31 октября 2009 г.
Иртнĕ эрнере Хырай Ĕнелти шкул çулне çитмен ачасен кĕске вăхăтлăх ушкăнĕнче Кĕр уявĕ иртрĕ. Унта Кĕр Пики те килсе çитрĕ. Мĕн тĕрлĕ кучченеçсем илсе килмен-ши вăл шăпăрлансем валли? Пурте вĕсем çутçанталăк парнисем: улма, кишĕр, купăста, хĕрлĕ пăрăç, помидор, панулми... Ачасем çак пахча-çимĕçсен ячĕсене тепĕр хут аса илчĕç. Уявра ачасем çулçăсем пулса тăрса йывăçсем çинчен «тăкăнса» та пăхрĕç. Чи илемлĕ çулçă тăкăннине сăнарласа параканнисем парнесене тивĕçрĕç.
Нумайччен савăнчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, пахча-çимĕçсен сăнарĕсене те вылярĕç.
Юлашкинчен ачасем хăйсен аллисемпе тунă япаласемпе тĕлĕнтерчĕç, сăвăсем каларĕç, юраласа та пачĕç.
Сывпăллашнă май Кĕр Пики ачасене хăнана чĕннишĕн тав турĕ, тепĕр çул татах килме сăмах пачĕ.
Источник: "Каçал Ен"