АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтупа калаçнă

31 октября 2009 г.

 

Кайнлăк ял поселенийĕнчи виçĕ ялта 13 депутат. Нумаях пулмасть унта депутатсен пухăвĕ пулса иртнĕ. 3 ыйту пăхса тухнă. Малтанах «Единая Россия» партин депутатсен вырăнти ушкăнне туса хурасси пирки йышăну тунă. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев тăхăр уйăхра бюджета мĕнле пурнăçласа пыни пирки отчет туса панă. Кайнлăк ял поселенийĕн территорийĕнче 2 тăлăх ача валли çурт туянма патшалăх укçа-тенкĕ уйăрнă. Çурт сутас текенсем валли иккĕмĕш хут уçă конкурс ирттереççĕ. Çакăн пирки тĕплĕн ăнлантарса панă. Пухура ялсене тирпей-илем кĕртес, урамсенчи çÿп-çапа свалкăсене илсе тухас ыйту та пулнă.

Ял ĕçченĕсем кĕрхи ĕçсене вĕçлерĕç. Тĕш-тырра çапса тĕшĕленĕ, çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ. Чылай продукцие сутнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçре маттур та, хастаррисене чыслассине те йăлана кĕртнĕ. Акă, октябрĕн 31-мĕшĕнче «Восток» ЯХПК-ра уяв. Çĕр ĕçченĕсене районти культурăпа кану центрĕнчи халăх вакал ансамблĕ (ертÿçи А.Кокшина) хăйĕн репертуарĕнчи чи лайăх юрăсемпе саламлать. «Концерт программи пуян, чылай çĕнĕ юрă пулĕ», - пĕлтерчĕ А.Кокшина ертÿçĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика